Райпора тӑрӑшакан Ренат Гисматуллин кашни кун трактор рулӗ умне ларса ҫула тухать. 34 ҫул трактористра ӗҫлекенскер, хӑйӗн пурнӑҫне техникӑсӑр курмасть те пулӗ тейӗн. Уншӑн техника юсавлӑ пулни, вӑл кӗр кӗрлени, ҫул ҫинче тикӗссӗн пыни темрен те хаклӑ.
Ренат Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче Галияпа Солтан Гисматуллинсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Гисматуллинсем — вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен династийӗ. Унӑн аслашшӗ, ашшӗ вӑрманҫӑсем пулнӑ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен картунта пурӑннӑ. Шӑллӗ Альберт Солтанович та ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ.
Ренат мӗн ачаран техникӑна юратнӑ. Дубовкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӳрех Канашри 22-мӗш училищӗне ҫул тытнӑ, тракторист профессине суйласа илнӗ. 1989 ҫулта вӑл Комсомольскинчи совхоза ӗҫе вырнаҫнӑ.
— Мана, ҫамрӑка, тӳрех гусеницӑллӑ бульдозер шанса пачӗҫ. ,ҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Мӗн пӗчӗкрен трактор уйра ӗҫленине пӑхма юрататтӑм, тракторист пӗрле ларма сӗнсен вӑш! ҫеҫ трактор ҫине хӑпарса лараттӑм. Вӑл мӗн тери хӑватлӑ, темӗн тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама пултарни чуна тыткӑнлатчӗ. Ҫакӑнпах пулӗ ҫак профессие кӑмӑлларӑм та, паянхи кунччен те ӗҫлетӗп, — терӗ сӑмах пуҫласа Ренат Солтанович.
Комсомольскинчи совхозра икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пултаруллӑ механизатора райпо канашӗн председателӗ Евгений Карпеев райпора ӗҫлеме сӗннӗ. Ҫамрӑк каччӑ тӳрех килӗшнӗ. Унтанпа Ренат Солтанович шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
— Пӗр ӗҫрен те пӑрӑнмасть вӑл. Мӗн тумаллине яланах вӑхӑтра пурнӑҫлать, техникӑна юсавлӑ тытать. Тиесе килмелле-и, тавара вырӑна ҫитерсе памалла-и — вӑл ӗҫе ҫийӗнчех тӑвать. Ҫакӑн пек тӑрӑшуллӑ ӗҫченсем ҫинче тытӑнса тӑрать те райпо. Ӗҫтешӗсене те яланах пулӑшма хатӗр вӑл. Ӗҫчен, маттур тракторист, — терӗ сӑмах хушса райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева.
Ӗҫтешӗсем тенӗрен, Ренат Солтанович чылай ҫул Михаил Лепешкин, Василий Макаров, Алексей Толстов, Юрий Кокшин водительсемпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлет. Автомашина, трактор юсамалла-и — ӗҫченсем ӗҫе пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсемшӗн техника юсавлӑ пулни темрен те паха.
Ӗҫлес хавхаланӑвӗ ҫав тери пысӑк унӑн. Ахальтен мар ӗҫри ӳсӗмсемшӗн, тӑрӑшулӑхшӑн ӑна пӗрре кӑна мар райпо Канашӗн, район администрацийӗн, Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп тата Тав хучӗсемпе, Дипломӗсемпе чысланӑ. 2021 ҫулта Ренат Солтановича «Центросоюз. 190 лет потребительской кооперации России» медальпе наградӑланӑ. Р.Гисматуллинран ҫамрӑксен вӗренмелли чылай-ха. Вӑл вара вӗсен ӗҫне тӑсакансене яланах пулӑшма хатӗр.
— Ӗҫлес кӑмӑлӗсем ҫеҫ пулччӑр, — тет Ренат Солтанович.
Алевтина Ефремова.

