Нумаях пулмасть Ярославль хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӳкерес ӑсталӑхӗн «Листая страницу за страницей. Мне рассказали о войне» IX конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ, кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа октябрь вӗҫӗчченех тӑсӑлнӑ. Унта Раҫҫейри 30 регионтан 2821 ӗҫ килнӗ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче Н.В.Абдюшева преподаватель патӗнче ӳнер енӗпе пӗлӳ илекен Ильсияр Минебаева ҫак сумлӑ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Пултаруллӑскере пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа чӗререн саламлатпӑр. Ҫак ҫӗнтерӳ творчествӑри ҫӗнӗ ҫӳллӗшсем патне хӑпарма пулӑшакан черетлӗ картлашка пултӑр, малашнехи пултарулӑхра хавхалану кӳтӗр.
Ярослав ИЛЬИН.

