Вторник, 11 августа

Пейнтбол турнирне хутшӑннӑ

Пейнтбол турнирне хутшӑннӑ

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче округри ӗҫлекен ҫамрӑксен команди пейнтбол енӗпе республика турнирне хутшӑннӑ. Унта регионӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пурӗ 22 команда пуҫтарӑннӑ. Пирӗн ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тивӗҫлӗн кӑтартса 6-мӗш вырӑна тухнӑ.

Вӑйӑсем вӑхӑтӗнче округ команди пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме, стратегилле шухӑшлама пӗлнине, тӗллев патне ӑнтӑлма хатӗррине кӑтартса панӑ. Турнир спорт ӑмӑртӑвӗ пулнисӗр пуҫне ытти командӑсемпе паллашма, пӗр-пӗрин опычӗпе пуянланма май панӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем пирӗн команда питӗ активлӑ пулнине, малашне те ҫакӑн пек ӑмӑртусенче тӗл пуласса шаннине палӑртнӑ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *