Вторник, 11 августа

Маттур ӑстаҫӑсемпе пуян Каҫал тӑрӑхӗ

Маттур ӑстаҫӑсемпе пуян Каҫал тӑрӑхӗ

Пирӗн тӑрӑхра ӗҫчен, маттур тӗрӗ ӑстисем пурӑннинче  пӗр иккӗленӳ те ҫук. Тӑтӑшах выставкӑсенче, тӗл пулусенче пулатӑн та хӗрарӑмсем мӗн тери пултаруллӑ пулнине курса тӗлӗнетӗн. Ҫак кунсенче вара эпӗ районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейне ҫитсе килтӗм. Кунта кашни эрнерех алӑ ӑстисем «Улаха» пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унтан вара пуҫланать  ӑсталӑх сехечӗ. Кам мӗн тума пӗлет, ҫавӑнпа паллаштарать, вӗрентет. Мӗн кӑна ӑсталама пӗлмеҫҫӗ иккен  маҫтӑрсем! Ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, ҫӗлеҫҫӗ, бисерпа ӗҫлеҫҫӗ, масмак, тухья тӑваҫҫӗ… Каласа та пӗтереймӗн. ,ҫӗсене курас тесен «Улаха» ҫитсе курӑр.

Маттур хӗрарӑмсем тӗрлесе, ҫӗлесе вӑхӑт ирттернипе пӗрлех, СВО участникӗсем валли сахал мар чӑлха-нуски ҫыхаҫҫӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ те пуҫтараҫҫӗ вӗсем.  Чӑннипех те маттур, пӗр шухӑшлӑ, пӗр тӗллевлӗ  хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ кружока. Вӗсем юрра-ташша та ӑста. Чылайӑшӗ «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тухья, хушпу, сурпан, чӑваш кӗпи — пӗтӗмпех хӑйсем хатӗрленӗ.   

Ҫак кунсенче вара Амӑшӗсен кунӗ тӗлне музейра черетлӗ алӑ ӑстин куравне йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ.  Унта Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Раиса Осипова ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫитсе курӑр, чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе киленӗр.

«Улах» ертӳҫи, музей заведующийӗ

Алена Полякова:

«Улах» кружока  2023 ҫулхи  февраль уйӑхӗнче йӗркелерӗмӗр.  Каҫал тӑрӑхӗн алӑ ӑстисене пӗрлештерсе тӑрать вӑл. Ытларах ӗнтӗ Комсомольскинче пурӑнакансем ҫӳреҫҫӗ кунта. Валентина Хораськина, Галина Быкова, Мария Мокеева, Вера Макарова,  Валентина Константинова,  Валентина Кокшина, Людмила Симендеева, Антонина Агашева, Луиза Петрова, Елена Николаева маҫтӑрсем яланах пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗннине вӗренеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Маҫтӑрсен ӗҫӗсем ҫав тери нумай. Ҫавна май вӗсен кашнин куравне те музейра йӗркелерӗмӗр.  Унпа пӗрлех Акатуй уявне те выставкӑсемпе тухатпӑр, тӗлпулусене, уявсене те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ, мастер-классем те тӑтӑшах ирттеретпӗр. Алӑ ӗҫӗ тума вӗренес текенсене эпир яланах хавас. Килӗр, паллашӑр, вӗренӗр».     

 Алевтина ЕФРЕМОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *