Вторник, 11 августа

Конкурссенче палӑрнӑ

Конкурссенче палӑрнӑ

Иртнӗ канмалли кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 9 «к» класӗн бал ансамблӗ тӳрех икӗ конкурса хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.

Шупашкарта иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри хореографипе вокал пултарулӑхӗн «Крылья таланта» IV конкурс-фестивалӗнче пирӗн кадетсем 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Йошкар-Ола хулинче йӗркеленӗ халӑхсем хушшинчи «Созвездие» фестиваль-конкурсра вара 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Мари Республикинче иртнӗ фестивальте Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те палӑрнӑ. «Островок» хореографи ансамблӗ виҫӗ ташӑпа 1-мӗш степеньлӗ лауреатсен ятне тивӗҫнӗ. Ҫак ташӑ коллективне кӗрекен Самира Тукаева тата Лейсан Зайнуллина конкурсӑн 2-мӗш степеньлӗ лауреачӗсем пулса тӑнӑ.  

Пултаруллӑ ачасене тата вӗсен хореографне Татьяна Ивановӑна ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа чӗререн саламлатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *