Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Ефимов 90 ҫул тултарнӑ пулин те хӑйне патвар туять. Мӗн пӗчӗкрен ӳт-пӗвне пиҫӗхтерсе ӳснӗскер ӗмӗрӗпех спортпа юнашар пулнӑ. Округри, республикӑри ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ.
Иртнӗ уйӑхра вӑл республикӑри «Хыпар» хаҫатӑн призӗсене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. 85—90 ҫулсенчи атлетсем хушшинче 1-мӗш степеньлӗ Диплома тата хаклӑ парнене тивӗҫнӗ. «Хам ҫӳрекен ҫӗре, ӗҫе, юнашар пурӑнакан ҫынсене юратни вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма май парать», — тет ветеран. Округри ҫамрӑксен унран тӗслӗх илмелли пур.
Валерий Денисов.

