Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Г.Н.Петухов тренер хӑй ӗмӗрӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе чылай чемпион хатӗрленӗ.
Унӑн вӗренекенӗсем халӗ те лайӑх енчен палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакна нумаях пулмасть «Цильна» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӑн спортзалӗнче Тӗнче чемпионне, тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Инна Тражуковӑна халалласа хӗрсем хушшинче иртнӗ регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвӑн кӑтартӑвӗсем те туллин ҫирӗплетеҫҫӗ. Геннадий Николаевичӑн воспитанникӗсем хӑйсен виҫе категорийӗсенчи ушкӑнсенче тупӑшса ӑсталӑхпа палӑрнӑ. Кира Данилова — 1-мӗш, Вероника Герасимова — 2-мӗш, Анжелика Герасимовапа Дарья Никитина 3-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем малашне те ӑсталӑха ӳстерсе пырса ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе савӑнтарасса шанса тӑратпӑр.
Петр ПОРЯДКОВ.

