Вторник, 11 августа

Ҫӗнӗ трасса уҫнӑ

Ҫӗнӗ трасса уҫнӑ

Шупашкарта Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче роллерлӑ йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫӗнӗ трассӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫейри йӗлтӗр чупӑвӗн Федерацийӗн президенчӗ Елена Вяльбе, Раҫҫейри биатлонистсен Союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров тата ытти хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ.

Олег Николаев ҫӗнӗ инфраструктурӑпа паллашса спортсменсемпе тата тренерсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.

— Пирӗн спортсменсем кӗтнине пурнӑҫа кӗртме пултарни, паллах ӗнтӗ, татах та хавхалантарать. Кунта тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерсе вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме май килет. Унсӑр пуҫне ҫӳллӗ шайри технологисене те пурнӑҫа кӗртнӗ, — уҫнӑ вӑл шухӑшне.

Шансах тӑратпӑр, ҫӗнӗ трасса биатлона тата йӗлтӗр спортне юратакансемшӗн илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑрӗ. Вӑл спортсменсен ҫӗнӗ ӑрӑвне хатӗрлес ӗҫре те пысӑк пулӑшу кӳрӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *