Вторник, 11 августа

Пысӑк хавхаланупа вылянӑ

Пысӑк хавхаланупа вылянӑ

Октябрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 9-мӗшӗччен «Интер» академин пирӗн округри филиалӗнчи ҫамрӑк футболистсем 2016—2017 ҫулта ҫуралнӑ ачасем  хушшинче «Интер лига ЧР 2025» футзал чемпионатне хутшӑннӑ.

Пирӗн тӑрӑхри икӗ команда та кашни вӑййах пысӑк  хавхаланупа тухса ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ. «Интер Комсомольское Белые» команда финалта «Интер Шемурша Желтые» командӑна  ҫӗнтерсе хӑйсен категорийӗнче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. «Интер Комсомольское Зеленые» команда финала тухса унта  Шӑмӑршӑ округӗн командине выляса янӑ, иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.  Пирӗн филиалти Роман Романов тата Антон Наумов турнирӑн чи лайӑх выляканӗсен йышне кӗнӗ.

Ҫамрӑк футболистсене саламлатпӑр, малашне те вӗсене пысӑк ҫӗнтерӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.

Ирина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *