Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи чи пысӑк награда Ленин орденӗ пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Унпа ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене наградӑланӑ. Пирӗн районпа ҫыхӑннӑ 46 ҫын Ленин орденне тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса урӑх ҫӗрте палӑрнӑ, ют тӑрӑхран килсе пирӗн патра ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсем те пур. Паянхи кун Ленин орденне тивӗҫнӗ округра икӗ ҫын пурӑнать. Вӗсенчен пӗри — Тукай ялӗнчи Роман Григорьевич Афанасьев.
Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче ӗҫлекенсем, архив ӗҫченӗсем Роман Афанасьевпа тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Тӗлпулӑва округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева уҫрӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова пуҫтарӑннисене районта ҫуралса ӳснӗ, ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ Ленин орденӗн кавалерӗсемпе паллаштарчӗ. Палӑртса хӑвармалла, «Дружба» колхоза нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ С.А. Алиуллов Ленин орденне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.
Тӗлпулура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пулни вӑл ӗҫ паттӑрӗсемпе чӑннипех те мухтаннине, вӗсене хисепленине пӗлтерет. Ҫакна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче палӑртрӗ. «Сирӗн умӑрта пӗрре пӑхсан ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман ӗҫ ветеранӗ. Тепӗр енчен пӑхсан унӑн кӑкӑр тулли орден-медаль. Вӗсене вӑл хастарлӑхшӑн, шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ. Апла пулсан вӑл ӗҫре паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ҫакӑн пек ҫынсем пире валли пуласлӑх тунӑ. Ун пек паттӑрсемпе пирӗн мухтанмалла, вӗсенчен тӗслӗх илмелле», — терӗ Николай Никандрович.
Роман Григорьевич кӗҫех 85 ҫул тултарать. Пӗтӗм пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ. Ун ҫинчен вара унӑн тусанпа, тарпа ҫырӑннӑ ӗҫ биографийӗ лайӑх каласа парать.
Роман Григорьевич Тукай ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен хресченӗн йывӑр та тертлӗ ӗҫне хӑй ҫинче тӳссе ӳснӗ. Ҫамрӑкла Кустанай облаҫӗнчи стройкӑсенче вӑй хунӑ. 1964 ҫулта 1-мӗш номерлӗ ПТУна пӗтернӗ хыҫҫӑн 2001 ҫулччен пӗр улшӑнмасӑр «Заря», «Рассвет» колхозсенче механизаторта тӑрӑшнӑ. 37 ҫул хушшинче вӑл пурнӑҫланӑ пур ӗҫе те каласа та, ҫырса та пӗтерме ҫук. Хӑш хирте мӗнле пахалӑхлӑ ҫӗр пулнине, унта мӗнле культура лайӑхрах ҫитӗннине лайӑх пӗлнӗ. «Малтанхи ҫул пире МТСран юлнӑ кивӗ тракторсем ҫеҫ панӑччӗ. Вӗсене хамӑр вӑйпах юсаса хатӗрлесе, ҫӗнетсе ӗҫлеттертӗмӗр. Кайран колхоз хӑй те ҫӗнӗ техника нумай туяннӑ», — аса илчӗ Роман Григорьевич. Техникӑна лайӑх ӑнланни, ҫӗр ӗҫ технологине пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшни малашне ҫамрӑк механизатора ҫитӗнӳсем тума май панӑ та ӗнтӗ. Хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа Р.Афанасьев районти сухаҫӑсен пур ӑмӑртӑвне те хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Малтанхи ҫулсенче унӑн суха пуссинчи тупӑшура «Красный Октябрь» колхозри Социализмла Ӗҫ Геройӗпе Л.Н.Акчуринпа та пӗрре мар тупӑшма тивнӗ. Районта нумай хутчен ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. 1972, 1975, 1988, 2000 ҫулсенче вара республикӑри сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗсенче чемпион пулса тӑнӑ. Чӑваш АССРӗн чысне РСФСРти ӑмӑртусенче хӳтӗленӗ. Роман Григорьевича производствӑри пысӑк кӑтартусемшӗн 1972, 1975—1978 ҫулсенче «Чӑваш Республикин чи лайӑх механизаторӗ» тесе палӑртнӑ. 1974 ҫулта вӑл «ЧАССР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ. 1980 ҫулта вара Р.Афанасьева «РСФСР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Роман Григорьевичӑн кӑкӑрне Ленин орденӗсӗр пуҫне «Хисеп палли» (1972 ҫул), «Октябрь Революцийӗ» (1975 ҫул) орденсем, ВДНХан пӑхӑр медалӗ (1974 ҫул), «Ӗҫ ветеранӗ» тата ытти нумай медальсемпе паллӑсем илемлетеҫҫӗ. Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем, хучӗсем тата ытти парнесем ҫемье архивӗнче питӗ нумай.
Тӗлпулӑва Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫак мероприятире вӗсем ваттисен «Ӗҫ — ҫӗклет, ӳркев ӳкерет» текен каларӑшӑн пӗлтерӗшне Р.Афанасьев ӗҫре ҫӗнсе илнӗ чыс-хисепӗн тӗслӗхӗ урлӑ курса ӑнланчӗҫех пулӗ.
Юрий Гаврилов.

