Вторник, 11 августа

Округри ҫамрӑксем пур ӗҫре те хастар

Округри ҫамрӑксем пур ӗҫре те хастар

Ҫамрӑксем — паянхи пурнӑҫпа тан ӗлкӗрсе пыракансем, пирӗн округӑн, республикӑн, ҫӗршывӑн шанчӑкӗ, малашлӑхӗ. Ҫавӑнпа та округра вӗсене обществӑлла пурнӑҫа хутшӑнтарас, професси ҫул-йӗрне тупма пулӑшас, талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарас енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫаксене йӗркелесе пырас ӗҫре округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗн Ольга Григорьеван тӳпи пысӑк. Вӑл пире хӑй куллен туса пыракан ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсемпе паллаштарчӗ.

— Ольга Петровна, каласа парӑр-ха пире: мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлать советник?

— Советник ӗҫӗ тӳрремӗнех ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ. Эпӗ шкул ачисемпе те, ӗҫлекен ҫамрӑксемпе те, ҫав вӑхӑтрах администраципе тата тӗрлӗрен обществӑлла институтсемпе ҫыхӑну тытатӑп, округ территорийӗнче ҫамрӑксен политикине комплекслӑн пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑп. Манӑн тӗллев — ҫамрӑксене общество пурнӑҫне анлӑн явӑҫтарасси, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси. Паянхи кун эпир социаллӑ тата патриотла воспитани ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех ку енӗпе активлӑх кӑтартса волонтерсемпе тата активистсемпе пӗрле районти тӗп больницӑна ҫитрӗмӗр, унӑн ӗҫченӗсене тата стационарта выртакан пациентсене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламларӑмӑр. Январь — февраль уйӑхӗсенче палӑксем таврашӗнче субботниксем йӗркелерӗмӗр, Афган тата Чечен вӑрҫисенче пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑксем патне чечексем хутӑмӑр, шкул ачисемпе пӗрле «Ҫӗнтерӳ пуйӑсне» кайса куртӑмӑр, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ уявсене те хастаррӑн хутшӑнтӑмӑр. Ҫуркунне пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «Мои любимые» акцие хутшӑнса СВОри ентешсен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсене уяв ячӗпе саламларӑмӑр. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне те нумай акци ирттертӗмӗр.

— Округри ҫамрӑксем патриотла мероприятисенче ҫеҫ мар, ыркӑмӑллӑх акцийӗсенче те, экологи субботникӗсенче тата ытти ҫӗрте те хастар пулнине пӗлетпӗр…

— Ҫапла. Эпӗ ҫамрӑксене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатӑп. Ҫӗршыври лару-тӑрӑва шута илсе эпир СВОри ентешсене валли гуманитари пулӑшӑвӗсем пуҫтарса ӑсататпӑр, «Во имя Героя» ятпа фотопроект та йӗркелерӗмӗр. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнса йывӑр лару-тӑрури ҫемьесем валли ачасене шкула кайма кирлӗ хатӗрсем туянма пулӑшрӑмӑр. Кӑҫал эпир тата хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелес енӗпе те чылай ӗҫ пурнӑҫларӑмӑр. Ҫуркунне «Снежный десант» отрядпа пӗрле Комсомольскинчи храм территорине тирпей-илем кӗртрӗмӗр, йывӑҫсем лартрӑмӑр. Ҫавӑн пекех Комсомольскинчи «Ӑрусен паркӗнче» те чӑрӑшсем лартса хӑвартӑмӑр. Ҫулталӑкра темиҫе хутчен те субботниксем йӗркелесе ача-пӑча лапамӗсене ҫӳп-ҫапран тасатрӑмӑр, «Северный» поселокри тата СХТ территорийӗнчи плотинасем ҫывӑхӗнче нумай хутчен те «Раҫҫей шывӗ» акци ирттерсе ҫыран хӗрринче ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ ӑпӑр-тапӑра пуҫтартӑмӑр. Тумалли ӗҫсем нумай, ҫамрӑксем вӗсене хаваспах хутшӑнни савӑнтарать. Тавралӑхри тирпейлӗхпе тасалӑх хамӑршӑн пулнине ӑнланса вӗсем кун пек ӗҫсенчен айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ.

— Округ тата республика шайӗнче иртекен уявсенче, фестиваль-конкурссенче Каҫал тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗрре мар илтнӗ. Эсир пӗр мероприятинчен те айккинче тӑрса юлмастӑр пулӗ?

— Пирӗн округра тӗрлӗ енлӗ талантпа, пултарулӑхпа палӑракан ҫамрӑксем пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпир культура мероприятийӗсене те, спорт ӑмӑртӑвӗсене те, професси конкурсӗсене те активлӑн хутшӑнатпӑр. Сӑмахран, «Татар кызы-2025», «Ялти пӗрремӗш каччӑ-2025», «Чи лайӑх ҫамрӑк специалист-2025» конкурссене пирӗн хастарсем питӗ тӑрӑшса хатӗрленчӗҫ. Районти тӗп больницӑн ҫамрӑксен команди республикӑн тӗп хулинче иртнӗ хӗллехи спартакиадӑра лайӑх кӑтартусем туса 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Республика шайӗнчи тепӗр питӗ масштаблӑ мероприяти вӑл — «Агрослет». Унта кайма та эпир тӑрӑшса хатӗрлентӗмӗр, питӗ хавхалануллӑ кӑмӑлпа хутшӑнтӑмӑр, малашнехи конкурссене хутшӑнма ҫӗнӗ шухӑшсемпе пуянланса таврӑнтӑмӑр. Ҫавӑн пекех округра иртекен Акатуй уявӗнчен нихӑҫан та айккинче тӑрса юлман. Кӑҫал эпӗ унта волонтерсен ӗҫне йӗркелесе пытӑм, сунарҫӑсемпе тата СВОпа ҫыхӑннӑ тематика лапамӗсене хатӗрлеме пулӑшрӑм. Ҫуллахи вӑхӑтра округри кашни территори уйрӑмӗнче «Сывлӑх патне утӑм» проект пурнӑҫа кӗрсе пычӗ. Унта та пирӗн 16 волонтер активлӑн хутшӑнчӗ, округ пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫрӗ.  Пӗтӗмлетсе каласан, округри ҫамрӑксем тӗрлӗ уявсене, конкурс-фестивальсене хутшӑнма яланах хавас. Кашни уяв тӗлнех эпир мероприяти йӗркелеме тӑрӑшатпӑр, тӗрлӗ акцисем, флешмобсем, тӗлпулусем ирттеретпӗр, пӗрре те пӗр вырӑнта лармастпӑр.

— Эппин, паянхи ҫамрӑксемпе темле ӗҫ те тума пулать. Вӗсене тӗрӗс йӗркелесе пыни, хавхалантарни ҫеҫ кирлӗ пулӗ…

— Ҫапла, пирӗн округри ҫамрӑксем тӗрлӗ ӗҫсенчен хӑраса тӑмаҫҫӗ. Вӗсем профессире те, спортра та, юрӑ-ташӑра та, волонтерлӑх ӗҫӗнче те маттур. Ҫамрӑксен вӑй-халне усӑллӑ ҫӗре яма пулӑшас тӗллевпе эпӗ волонтер медиксен, Ҫӗнтерӳ волонтерӗсен организацийӗсемпе, социаллӑ проектсен центрӗпе, Ял ҫамрӑкӗсен Раҫҫейри союзӗпе хутшӑнатӑп. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама пире спонсорсем те пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫакӑншӑн пысӑк тав. Ҫавӑн пекех районти тӗп больницӑн тӗп врачне Инна Ефремовӑна, округри депутатсен Пухӑвӗн председательне Светлана Грачевӑна ӗҫлекен ҫамрӑксене яланах пулӑшса, хавхалантарса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Мероприятисене хатӗрленме тата йӗркелесе ирттерме пулӑшакансем те пысӑк ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ, малашне те пирӗн ҫыхӑну вӗсемпе ан татӑлтӑр.

— Сире тата округри ҫамрӑксене малашне те туслӑн, пӗрле кар тӑрса тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама иксӗлми вӑй-хал, хавхалану сунатӑп. Кашни ӗҫрех ӑнӑҫу пултӑр! 

Наталья Калашникова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *