(Малалли)
Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш утӑмсем
Ялсенче вӑл вӑхӑтра трахома чирӗпе кӗрешес, хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе ӗҫсем малалла пынӑ. Ку енӗпе вӑл е ку ҫӗрте мӗнле пынипе те паллаштарсах тӑнӑ.
1939 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставки уҫӑлнӑ. Унта ҫӗршыври 10 пин ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче пулма тухӑҫлӑ тырпул туса илнӗ «Красный Октябрь» колхоз председателӗ Давид Акчурин та тивӗҫнӗ. Унта ӗҫлекенсем 1937 ҫулта кашни гектартан 22 центнер тырӑ пухса кӗртнӗ. 1938 ҫулта та типӗ тӑнӑ пулсан та япӑх мар тырпул ҫитӗнтернӗ.
Хаҫат страницисенче шкулсен, клубсемпе вулав ҫурчӗсен ӗҫӗсене те ҫутатсах тӑнӑ. Заем ҫырӑнтарас ӗҫ мӗнле пынине сӑнласа пынӑ. Вӑл ҫулхине районта 22 ял Совечӗ пулнӑ: Александровка, Кивӗ Сӗнтӗр, Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Комсомольски, Ҫӗнӗ Шӑхран, Эткер, Элпуҫ, Хирти Мӑрат, Кайнлӑк, Хирти Мӑнтӑр, Аслӑ Ҫӗрпӳел, Урмаел, Тукай Мишер, Хырхӗрри, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Асанкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат, Тӑманлӑ Выҫли, Чӗчкен, Аслӑ Чурачӑк (ҫак ҫулах ӑна Чӗчкен ял Советне кӗртнӗ), Анат Тимӗрчкасси.
Ҫак ҫулсенче ял ҫыннисене хулана ӗҫлеме ярасси те пулса пынӑ. Ку тӗлӗшпе хыпарсем чылай. «Чурачӑк ял Советӗнчен июньпе июль уйӑхӗсенче промышленноҫа 40 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсем хальхи вӑхӑтра пурте строительствӑра ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче тата 14 ҫын промышленноҫа тухса каяҫҫӗ. Вӗсенчен хӗрсем — 10».
Хаҫат 1400 экземплярпа тухса тӑнӑ. К.Акчурин редакцилеме пуҫланӑ.
Хаҫат 1940 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗршывра выльӑх-чӗрлӗх перепиҫӗ пуҫланнине пӗлтерет. Февралӗн 10-мӗшӗнчи номерӗнче колхозсем ҫуракине хатӗрленсе туса ирттернӗ ӗҫсем пирки ҫырнине вулама та интереслӗ. «Красный воин» колхоз 2 кун хушшинче уя 62 гектар юр тытрӗ. Юр тытас ӗҫре уйрӑммӑнах 85 ҫулхи Гаврилов Г., 79 ҫулхи Орлов Н. стариксем хастарлӑн ӗҫлеҫҫӗ». «Мӑрат» колхоз ял хушшинчи ҫырмаран авалтан пухӑнса ларнӑ торфа 1200 тонна кӑларса уя тӑкрӗ. Халӗ колхозниксем кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ, кӗл пухаҫҫӗ».
«Февралӗн 17-мӗшӗнче Шупашкартан тата районран килнӗ комисси Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкула пӑхса тухрӗ, комисси шкула туса пӗтернӗ тесе йышӑнчӗ тата вӗренме кӗме юрӑхлине пӗлтерчӗ» текен хыпар хыҫҫӑн малалла унта тепӗр кунах занятисем пуҫланни пирки ҫырнӑ.
Хаҫатра колхозсенче выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ материалсем час-часах пичетленнӗ. Редакци сотрудникӗ В.Викторов «Чӑх-чӗп фермисем тӑвар» статьяра ку енӗпе районта ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине тишкерет. Вӑл ҫул тӗлне Пушкин ячӗпе тӑракан, «Победа», «Дубрава» колхозсенче пурӗ те 175 чӑх анчах пулнӑ иккен. Райҫӗрӗҫпайӗ колхозсене кайӑк-кӗшӗкпе ӗҫлеме чӗнет. Комсомольскинчи инкубатор станцийӗнче 7400 ӑратлӑ чӗп кӑларма хатӗрленнине пӗлтерет. Малалла чӑнах та чӑх фермисем тӑвас ӗҫсем вӑйлансах пынӑ.
Пирӗн районти хастар ҫынсене Чӑваш АССР Хисеп хӑми ҫине кӗртни ҫинчен те вулама кӑмӑллӑ. «Кызыл сабанча» колхозри Зейнеб Салахова кунсерен 350 кӗлте вырӑнне 1270—1290-шар, Шмидт ячӗпе хисепленсе тӑракан колхозри Ольга Кузнецова 1010-шар, «Оборона» колхозри Раиса Колотушкина 1000-шер кӗлте ҫыхса пынӑшӑн ҫак чыса тивӗҫнӗ.
Колхозниксем малаллахи ҫутӑ та лайӑх пурнӑҫа ӗненнӗ, шаннӑ. Ҫӗнӗ витесем, клубсем, шкулсем тунӑ, пӗвесем чавнӑ, йывӑҫсем лартса садсем ӗрчетнӗ. Вӗсем, паллах, тепӗр ҫултан хӑрушӑ та йывӑр вӑхӑтсем ҫитессе, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланасса пӗлме те пултарайман. Германипе пӗр-пӗрин ҫине тапӑнмалла марри пирки пакт ҫырнӑ-ҫке. Молотов Германие кайса килни пирки «Октябрь ялавӗ» хаҫатра та пичетлесе пӗлтернӗ. Малашлӑха шанса, ырӑ пурнӑҫ ҫитнипе хавхаланса 1940 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат ял Совечӗн председателӗ А.Полетаева хаҫатра пичетленӗ «Улшӑнчӗ ялӑн сӑн-сӑпачӗ» статйинче акӑ мӗнле йӗркесем пур%
«Паян колхозра 123 хуҫалӑх шутланать, 146 килте сӑмавар, 52 килте ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинӑсем пур. Кунсӑр пуҫне 8 хуҫалӑхӑн патефон, 10 колхозникӑн велосипед пур», «Колхоз пуҫланнӑранпа 48 хуҫалӑх пӳртсем лартнӑ».
Чӑнах та ял ҫыннисен пурнӑҫӗ лайӑх енне улшӑнни сисӗннӗ.
Ачасем шкула ҫӳренӗ. «Районта 16 пуҫламӑш шкулта 1121 ача, 15 тулли мар вӑтам шкулта 3130 ача, 4 вӑтам шкулта 1685 ача вӗренет» тесе ҫырнӑ пӗр статьяра. Ялсенче хутла пӗлекенсем сахалӑн пулнӑ пулсан та, вӗсен тӗпренчӗкӗсем ҫутталла туртӑнни савӑнтарнӑ.
Район хаҫачӗ илемлӗ сӑмаха юратакансем валли литература кӗтесӗ те йӗркелеме хӑтланнӑ. Виктор Тугай, С.Желдухин, Микулай Кашкӑр, Матви Зайцев, Евгений Сумзин сӑввисем пичетленнӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре кайма кӑмӑл тусан Свердловск облаҫӗнчи Красноуфимски тата Артински районӗсенче кӗтни ҫинчен калакан статья куҫ тӗлне пулчӗ. Вӑл вӑхӑтра ялсенче халӑх йышлӑ пурӑннӑ. Куҫса каякансем пулнах ӗнтӗ. 1941 ҫулта хаҫатра Алтай крайне куҫса кайнӑ ҫыннӑн ҫырӑвне пичетлени те ҫакна ҫирӗплетет.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи уйӑхсенчи номерсенче те хаҫат районӑн кулленхи пурнӑҫне сӑнласа панӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи «Культура» колхозӑн пахча ҫимӗҫ бригади Чӗнсе каланине пичетленӗ. Унта вӗсем пӗлтӗр 0,6 гектар ҫинче 6 пин ытла арбуз ҫитӗнтерни пирки пӗлтереҫҫӗ, ытти хуҫалӑхсене те ҫак енӗпе ӗҫлесе пӑхма сӗнеҫҫӗ.
«Вӑрманхӗрри Чурачӑкри «Светлая жизнь» колхозӑн сад пур. Кӑҫал унта 95 тӗп панулми йывӑҫҫи лартнӑ. Колхоз кил карти умне 9 тӗп йӑмра лартнӑ, халӗ тата 250 тӗп ҫӑка, 250 тӗп хурӑн, 500 тӗп акаци лартатпӑр. Урам хушшине колхозниксем хӑйсен килӗсем умне 430 тӗп тӗрлӗ йывӑҫ лартнӑ». Урамсенче йывӑҫсем пулни пушар тухсан вут кӳрше хӑвӑрт сиксе каҫасран асӑрханма пулӑшасса шаннӑ.
Вулакансене тепӗр интереслӗ заметкӑпа паллаштарас килет. «Ҫӗнӗ Каҫалти «Динамо» колхозри кӗтӳҫӗ вӑрманта 10 кашкӑр ҫури тупнӑ. Ун ҫинчен вӑл А.Лаврушкин, А. Самуков колхозниксене каласа панӑ. Вӗсем вара кашкӑр ҫурисене килӗсене илсе таврӑннӑ. Кашкӑр ҫурисем 1 килограмшар туртнӑ. Тӑватӑ кун хушшинче 50-шар грамм хутшӑннӑ. Халӗ кашкӑр ҫурисем сӗт ӗҫме вӗренсе ҫитнӗ. Вӗсен куҫӗсем уҫӑла пуҫланӑ. Лаврушкин вӗсене тепӗр эрнерен какай яшки ҫитерсе пӑхма шутлать». Малашне мӗн тунӑ вӗсемпе, паллӑ мар.
Хаҫатӑн 1941 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнчи номерӗнче «Шмидт ячӗпе тӑракан ял хуҫалӑх артелӗн шалти йӗркесен правилисене» (ӑна колхозниксен Аслӑ пухӑвӗ ҫирӗплетнӗ) пичетленӗ.

