Пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлечӗсем республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнипе пӗрлех ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.
Акӑ, Ульяновск хулинче РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерне В.И.Орешкина асӑнса ирттернӗ ҫӑмӑл атлетсен регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне пирӗн округри Карина Ильина хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, 18 ҫула ҫитичченхи хӗрсем хушшинче ӑмӑртса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ. Ку ҫитӗнӳ, паллах, ахальтен пулман. А.С.Мартынов тренер хӑнӑхтарусем пӗлсе ирттерни тата хӗрача чӑтӑмлӑ пулни, тренировкӑсенче пӗтӗм вӑйне парса тӑрӑшни призерсен йышне лекме май панӑ. Каринӑна малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

