Чӗчкен ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Минсефиде Садыкова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Минсефиде Шакирзяновна хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. 12 ҫулта чухнех «Игенче» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 40 ҫул ытла. Ҫак тӗлӗнмелле маттур та тӑрӑшуллӑ хӗрарӑм пурнӑҫне ӗҫе тата ҫывӑх ҫыннисене халалланӑ.
1956 ҫулта вӑл пулас мӑшӑрӗпе Сенетуллапа паллашнӑ. Пӗрле вӗсем 47 ҫул телейлӗн пурӑннӑ, 4 ывӑлпа 2 хӗре кун ҫути парнеленӗ, ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Паянхи кун кинемейӗн 13 мӑнукпа 18 мӑнмӑнук. Вӗсем ӑна юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ, час-часах курма килеҫҫӗ. Минсефиде Садыкова шӑпах ҫемйинче, мӑнукӗсенче хӑйӗн телейне курать. «Ҫумра ачамсем, мӑнукӑмсем, ҫывӑх ҫынсем пурри вӑй-хӑват кӳрет», — тет вӑл.
Хисеплӗ юбиляра эпир те ӑшшӑн саламлатпӑр, ҫӗр ҫула ҫитме ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, чун канӑҫлӑхӗ сунатпӑр.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

