Вторник, 11 августа

Ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулсассӑн

Ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулсассӑн

Октябрӗн 28-мӗшӗ — асаннесемпе асаттесен кунӗ. Ҫак куна халалласа округри ача-пӑча вулавӑшӗнче «Бабушка рядышком с дедушкой» мероприяти иртрӗ. Елена Прокопьева, Ирина Крылова вулавӑш ӗҫченӗсем пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ,  ҫакӑн пек тӗлпулусем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма, туслашма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май панине палӑртрӗҫ. Малалла пӗчӗк шӑпӑрлансем хӑйсен юратнӑ аслашшӗ-асламӑшне,  кукашшӗпе кукамӑшне илемлӗ сӑвӑсемпе,  янӑравлӑ юрӑсемпе саламларӗҫ,  ҫывӑх ҫыннисене юратнине,  тав тунине пӗлтерчӗҫ.

 «Юмахри асаннесемпе асаттесем» илӗртӳллӗ интерактивлӑ викторинӑна хутшӑнакансем хӑйсен эрудицине тата юмахсене пӗлнине тӗрӗслеме пултарчӗҫ.  «Угадай мелодию» вӑйӑ мини-концерта аса илтерчӗ, хаваслӑ  пулчӗ. «Йӑх йывӑҫҫи» пултарулӑх челенджӗ ӑрусем хушшинчи ҫирӗп ҫыхӑнӑва тата тӑвансен ачаш юратӑвне туйма пулӑшрӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприяти вӗҫӗнче мӑнуксем хӑйсен аслашшӗ-асламӑшне юратнине ҫирӗплетсе тӗрлӗ тӗслӗ шарсем парнелерӗҫ. Библиотекарьсем вара ятарлӑ парнесем хатӗрленӗ — юратнӑ мӑнукӗсемпе савӑнӑҫлӑ самантсене    ӳкерсе илнӗ сӑн ӳкерчӗксем.

Эпир, асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тата вӗсен мӑнукӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсене ҫакӑн пек илемлӗ те ӑшӑ уяв ирттерсе панишӗн пӗтӗм чун-чӗререн тав сӑмахӗ калатпӑр, ӗҫре ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем туса пыма сунатпӑр.                    

 Елена Васильева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *