Пӗтӗм Раҫҫейри «Школьный агростартап» конкурсӑн тӗллевӗ агропромышленноҫ комплексӗ тата предпринимательство енне туртӑнакан пултаруллӑ вӗренекенсене тупса палӑртасси, вӗсене пулӑшса ҫак енӗпе малалла та ӗҫлеме хавхалантарасси пулса тӑрать. Унӑн финалти тапхӑрӗ Долгопрудный хулинчи П.Л.Капица ячӗллӗ физтехника лицейӗнче иртнӗ. Унта пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Зеленый щит» команда та хутшӑннӑ. Дарья Ульдинапа Анастасия Волкова вӗренекенсем наука ертӳҫи, шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Петр Родионов ертсе пынипе инновациллӗ проект хатӗрленӗ. Хӑйсем тунӑ бизнес-планпа тата расчетсемпе жюри членӗсене паллаштарнӑ. Чӑваш республикинчен кайнӑ команда ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Конкурсра вӗсем 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
(Хамӑр инф.).

