Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ — Раҫҫей халӑхӗсен хушшинчи пӗрлӗх тата килӗшӳ пӗлтерӗшне ҫирӗплетекен уяв. Ҫак уяв тӗлне ача садне ҫӳрекен ачасем айрис-фолдинг техникипе аппликацисем туса хатӗрлерӗҫ. Ҫак техникӑпа аппликацисем тӑвасси — ачасене уявпа паллаштарасси, вӗсен пултарулӑхне тата алӑсен моторикине аталантарасси. «Раҫҫей символӗ — Раҫҫей федерацийӗн ялавӗ» аппликаци тума пире тӗрлӗ тӗслӗ хут, хачӑ, ҫилӗм, хуҫлатмалли шаблонсем кирлӗ пулчӗҫ. Кашни шӑпӑрлан хӑйне евӗрлӗ аппликаци ӑсталарӗ, вӑл халӑх пӗрлӗхӗн пысӑк мозаикин пӗчӗк пайӗ пулса тӑчӗ. Айрис-фолдинг — хут хуҫлатмалли техника, калӑпӑшлӑ та ҫутӑ аппликацисем тума май парать. Ҫавна май унпа ачасем кӑсӑклансах паллашаҫҫӗ.
Татьяна Саванина,
«Радуга» ача сачӗн воспитателӗ.

