Пирӗн округри ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем республика шайӗнче ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ тӑваҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарти В.Н.Кочков ячӗллӗ спорт резервӗсен 5-мӗш шкулӗнче 14 ҫула ҫитмен ачасем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен республикӑри ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта Лиана Хайбуллина 70 килограмм таранхи виҫере 1-мӗш, Изабелла Суюкова 33 килограмм таранхи виҫере 2-мӗш, Анжела Герасимова 36 килограмм таранхи виҫере 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Ҫамрӑк спортсменсем хушшинче иртнӗ тупӑшусенче 76 килограмм таранхи виҫере Эльвира Демьянова 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Салават Камалиев 97 килограмм таранхи виҫере 3-мӗш пулнӑ.
Пултаруллӑ кӗрешӳҫӗсене тата вӗсене ӑмӑртӑва хатӗрленӗ Г.Н.Петухов, В.Х.Денисов, Е.А.Павлова тренерсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Петр Порядков.

