Октябрӗн 23-мӗшӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадетсемшӗн асра юлмалли паллӑ кун пулнӑ. Кунта «Патшалӑх тата ҫар служби» енпе кадетсен тӑххӑрмӗш класӗ уҫӑлнӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятире 5-мӗш класра вӗренекенсем присяга сӑмахӗсене каласа Раҫҫейри кадетсен йышне кӗнӗ. Вӗсене ҫак ятпа округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫарсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен Ассоциацийӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗ Валерий Степанов полковник тата ыттисем те саламланӑ, вӗренӳре, пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ.
Вӗренекенсем ҫак кун пакунсем тата кадет пулнине ӗнентерекен удостоверенисем илнӗ. Кадет пулни вӗсене вӗренӳре те, обществӑлла ӗҫре те, спортра та малтисен ретӗнче пулма, Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн историне лайӑхрах пӗлме хистет. Ачасем ҫак чыса тивӗҫлипе тытса пырасса, ырӑ йӑласене малалла тӑсасса шанса тӑратпӑр.

