Нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 2012 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех вӗренекенсем хушшинче баскетболла выляса округра мала тухассишӗн ӑмӑрту иртнӗ.
Унта шкулсенче пӗлӳ пухакан хӗрачасен 8 команди тупӑшнӑ. Хӗрӳ кӗрешӳре Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк баскетболисткӑсем ӑстарах выляни палӑрнӑ, вӗсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн туслӑ команди 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем — виҫҫӗмӗш вырӑнта. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Округра баскетбол спорт енӗ малашне татах та вӑй илсех пырасса шанма пулать.

