Пятница, 14 августа

Чи активлисем – лагерьте

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш кадет класӗнче пӗлӳ илекен Кирилл Кузьминпа Полина Романова активлӑ та пултаруллӑ пулнипе пӗрре ҫеҫ мар тӗрлӗрен ача-пӑча лагерӗсенче канма тивӗҫнӗ. Нумаях пулмасть хастар  шкул ачисем «Смена» лагерьте пулнӑ, унта «Эпӗ — гражданин» направление суйласа илнӗ.

Лагерьте ачасем дискуссисене активлӑн хутшӑннӑ, проект ӗҫӗнче хастарлӑхпа палӑрнӑ, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе ҫывӑхрах паллашнӑ. Ҫавӑн пекех социаллӑ яваплӑх, волонтерлӑх тата лидер пахалӑхӗсем ҫинчен те нумай ҫӗнни пӗлнӗ. Хисеплӗ астӑвӑм вахтин занятийӗсем тата «Проект от идеи к воплощению» интерактивлӑ сесси вӗсене уйрӑмах килӗшнӗ. Кадетсем самбо, туризм тата тӗл пересси енӗпе спорт мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, лайӑх кӑтартусем туса малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Шкул ачисем вӗренӳре ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те хастар пулни савӑнтарать. Эпир вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр, ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тумалла пултӑр!

Людмила Абрамова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *