Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ансамблӗ регионсем хушшинчи «Полет без границ» конкурс-фестивале хутшӑннӑ. Вӑл Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ.
Пирӗн ташӑҫӑсем яланхиллех курӑмлӑ кӑтартусемпе фестивальтен таврӑннӑ. Вӗсем «Кӗтне шевлисем» ташшипе те, вырӑс ташши ташласа та 1 степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ, парнесене тивӗҫнӗ.
Хӗрачасем кашни конкурс-фестивальте ҫитӗнӳсем тума пултарнинче, паллах, вӗсен хореографӗн Татьяна Иванован тӳпи калама ҫук пысӑк. Опытлӑ педагог хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлать, ташӑ илемлӗ те куракансемшӗн илӗртӳллӗ пулса тухтӑр тесе репетицисем вӑхӑтӗнче кашни хусканӑва пӗр евӗрлӗн тума вӗрентет, ачасен сцена ӑсталӑхне аталантарса пырать. Ташӑ валли илемлӗ тумтирсем суйлани те куракансене илӗртет, хӗрачасем сцена ҫине тухсан вӗсен хусканӑвӗсене куҫ илми сӑнас килет.
«Островок» ташӑ ушкӑнне тата унӑн ертӳҫине Татьяна Евтихиевнӑна малашне те халӑха илемлӗ ташӑсемпе савӑнтарма, регион, Раҫҫей шайӗнчи конкурс-фестивальсенче яланах малти вырӑнсене тивӗҫме сунатпӑр.

