Округри «Кӗтне» спорт комплексӗнче кашни кун тенӗ пекех ӑмӑрту иртет, пирӗн тренерсем ҫитӗнекен ӑру сывлӑхлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.
Паянхи сӑмахӑм ман — шывра ишсе сывлӑха тӗреклетесси ҫинчен. Ку тӗлӗшпе спорт шкулӗн бассейнӗ пысӑк пулӑшу пама пултарать. Шывра ишни, мышцӑсене ҫирӗплетнипе пӗрлех, шӑмӑ сыпписем ыратнинчен те лайӑх сиплет. Ҫавӑн пекех бассейн ҫынна ытлашши ӳт хушасран хӳтӗлет, нервсене лӑплантарать, ӳт-пӗве йӑрӑс та илемлӗ тӑвать. Ҫак ырӑ енсене шута илсе пурте «Кӗтне» ФСК бассейнне килме тӑрӑшӑр. Сире эпир хапӑл тусах кӗтетпӗр!
Валерий Денисов.

