«Пӗр атте ҫӗр учительтен те пӗлтерӗшлӗрех» текен каларӑш пур. Чӑнах та, кашни ачашӑн ашшӗ ҫумра пулнин, хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӗрентсе пынин хакне нимӗнпе те виҫеймӗн. Шӑпах аттесен ачасене ҫитӗнтерес ӗҫри пысӑк витӗмне тӗпе хурса эпир октябрь вӗҫӗнче кашни ҫулах Аттесен кунне уявлатпӑр. Ҫак уява халалласа нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче округ шайӗнчи «Папа Фест» мероприяти иртнӗ.
Уява Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, округри ашшӗсен Канашӗн председателӗ Михаил Ананьев, Сергий иерей сӑмах каласа уҫнӑ. Вӗсем мероприятие пуҫтарӑннӑ ашшӗсене малашне те ҫемйине, ачисене юратса, пулӑшса пыма суннӑ, ҫемьере юратупа килӗшӳ хуҫалансан ачасем те телейлӗ пулнине палӑртнӑ.
Малалла вара конкурса хутшӑнакан ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Романовсем, Петровсем, Сорокинсем, Щетинкинсем тата Ивановсем ҫемйисем ҫинчен видеопрезентацисем хатӗрлесе килнӗ. Вӗсем урлӑ кашни ҫемье ҫинчен нумай интересли пӗлме май килнӗ. Унтан конкурсантсем маршрут хучӗсем тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе пултарулӑхне кӑтартса панӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем вӗсем валли мӗн тӗрлӗ ӗҫ ҫеҫ хатӗрлемен! Ҫемьесем мӗнле юрӑ янӑранине кӗвӗ тӑрӑх тавҫӑрнӑ, мультфильмсене аса илнӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ, ашшӗсем мӗнле пӑта ҫапма, ҫӗрулми тасатма пӗлнине те кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех ҫемьесем купӑста тӑварлас енӗпе ӑсталӑх класне те хутшӑннӑ. Юлашкинчен конкурссене пӗтӗмлетсе маттур та туслӑ ҫемьесене дипломсем тата парнесем парса чысланӑ.
«Папа Фест» кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ҫемье пысӑк вырӑн йышӑннине, ҫемьепе пӗрле ирттернӗ вӑхӑт темрен те хаклӑ пулнине кӑтартса панӑ.
Сорокинсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире палӑрнӑ.
Романовсем — тимлӗх уйӑракан ҫемье.
Щетинкинсем — туслӑ ҫемье.
Петровсем «Атте — пирӗн герой» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ивановсем — чи креативлӑ ҫемье.
Наталья Медведева.

