Округри шкулсенче хастар, малалла ӑнтӑлакан вӗрентекенсемпе вӗренекенсем канмалли кунсенче ахаль лармаҫҫӗ. Октябрӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче йӑлана кӗнӗ черетлӗ «Вӗрентӳ вырсарни кунӗ» («Образовательное воскресенье») иртрӗ.
Хӑнасене шкул директорӗ Альберт Борисов кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ, тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ. «Ачалӑх навигаторӗ» проектӑн муниципалитетри координаторӗ Ксения Лукиянова ҫак кун пуриншӗн те усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртессе шаннине пӗлтерчӗ.
Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса мероприятисене хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Валентина Филиппова вӗрентекен «Орлята России» лаптӑкӑн модераторӗ пулчӗ.
«Движение первых» лапамра Даша Ульдина вӗренекенсене ҫак ача-пӑча организацийӗн проекчӗ пирки паллаштарчӗ, унӑн тӗллевӗсене палӑртрӗ.
«Волонтерское» ушкӑнра Олеся Павлова, Милена Лукиянова тата Вика Малова шкулти шырав ушкӑнӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ пирки те сӑмах пулчӗ.
«Военно-патриотическое» блокра Карина Ильинапа Даниил Петров ачасемпе ҫарпа патриотизм темипе калаҫрӗҫ.
«Медиа» ушкӑнра Чӑваш наци телевиденийӗн ӗҫченӗ Татьяна Матросова медиаконтент пирки тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ.
«Вӗренӳ вырсарни кунӗ» мероприяти вӗҫӗнчи «Музыкальное лото» вӑйӑ пурне те пӗр ҫӗре пӗрлештерчӗ.
Ҫак кун никамӑн та тунсӑхласа ларма вӑхӑт пулмарӗ. Кашниех хӑйне кирлине, усӑллине тупрӗ. Кун пек мероприятисем ачасене пӗр-пӗринпе паллашма, ҫывӑхарах пулма пулӑшнипе пӗрлех тавракурӑмне ӳстерме, урӑх шкулсенчи ачасен пурнӑҫӗпе паллашма май параҫҫӗ.
Петр Родионов.

