Округра пурӑнакансем спортӑн тӗрлӗ енӗсемпе интересленеҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче армспорт енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта округри шкулсенче пӗлӳ илекен ҫамрӑк спортсменсем йышлӑн хутшӑннӑ.
Кашни ушкӑнрах тупӑшу хӗрӳ иртнӗ, ҫавӑнпа та мала тухса пьедестал ҫине хӑпарма пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Чи пӗчӗк виҫеллӗ хӗрачасем хушшинче ылтӑн медале Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче вӗренекен Инзиля Зинетуллина тивӗҫнӗ. Екатерина Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) — кӗмӗл, Анна Жукова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) бронза медаль хуҫисем пулса тӑнӑ. 45 килограмм таранхи виҫере те Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн пикисем палӑрнӑ: Пинеслу Семенова ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ, Яна Самаркина 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи Эльза Зайцева вара пьедесталӑн 2-мӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ҫак виҫери арҫын ачасем хушшинче иртнӗ хӗрӳ тупӑшура Дмитрий Макова (Шурут вӑтам шкулӗ) ҫитекен пулман. Самир Гайнутдиновпа (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) Радиф Хамбиков (Урмаел вӑтам шкулӗ) 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
50 килограмм таранхи виҫере Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн спортсменӗсем лайӑх кӑтартусем тунӑ. Мария Денисова 1-мӗш, Александра Яковлева 2-мӗш, Илья Инедеркин 2-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат ачисем те питӗ маттур. Ангелина Павловӑпа Антон Самаркин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ вара — Урмаел вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Амир Минегалиев.
55 килограмм таранхи виҫере Анастасия Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат) тата Марсель Гибатдинов (Чӗчкен тӗп шкулӗ) ылтӑн медаль хуҫисем пулса тӑнӑ. Айдан Абузарова (Хырай Ӗнел) тата Данир Хайртдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Мария Тихоновӑпа Иван Волков виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
60 килограмм таранхи виҫере Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ачисем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ% Инзиля Елелеева 1-мӗш, Варвара Тихоновӑпа Егор Тихонов 3-мӗш вырӑнсене тухнӑ. Тукай Мишер вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Гелия Хабибуллинапа Ресиль Ямалетдинов кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Ресил Сафиуллин ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Черетлӗ виҫере хӗрсем хушшинче Раиля Тагировӑна (Чӗчкен тӗп шкулӗ) ҫитекен пулман. Сембель Мингазовӑпа (Тукай Мишер) Адиля Сабирова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Каччӑсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Роман Яковлев ҫӗнтернӗ. Урмаел спортсменӗсем Рамиль Сахровпа Исмаил Шарафутдинов кӗмӗл тата бронза медальсене тивӗҫнӗ.
70 килограмм таранхи виҫере Ильназ Минуллова (Чӗчкен) тата Рэсул Сафиуллин (Урмаел) пурне те ҫӗнтерсе мала тухнӑ. Илюзе Гинятуллина (Тукай Мишер) тата Марат Семенов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) пьедесталӑн 2-мӗш, Екатерина Тякановӑпа (Хирти Мӑнтӑр) Тимур Тяканов (Хырай Ӗнел) 3-мӗш картлашкине хӑпарнӑ.
Чи пысӑк виҫере хӗрсенчен Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Мария Лупова, каччӑсенчен Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Арсений Хораськин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Урмаелӗнчи Самат Арифуллинпа Аяз Габдуллов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.
Ӑмӑрту питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе медальсем парса хавхалантарнӑ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

