Нумай ачашӑн кӗнекесемпе паллашасси юмахсенчен пуҫланать. Ача садӗнчи воспитатель, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене асамлӑ «тӗнчене» илсе кӗреҫҫӗ. Чылайӑшӗшӗн вулама вӗренсен алла тытнӑ пӗрремӗш кӗнеке те юмах пулнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар. Вӗсене ансат чӗлхепе, ӑнланмалла ҫырнӑ. Сӑнарсем те нумай мар, пулса иртекен ӗҫсене те йӗркипе ҫырса кӑтартнӑ. Юмахсем ачана лайӑххипе начаррине, ырӑпа усала лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене воспитани парас ӗҫре те вӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Эпир те хамӑрӑн ача садӗнче занятисене вӑйӑсем евӗр юмахсенчи сӑнарсене тӗпе хурса ирттерме тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ вӗсене мӗн каланине лайӑхрах ӑнланма пулӑшать, ачасен тимлӗхне ӳстерет. Юмахсем пурте тенӗ пекех мӗне те пулин вӗрентеҫҫӗ. Вӑйсӑррисене, инкеке лекнисене пулӑшмаллине, ырӑ тунине хирӗҫ лайӑхпа тавӑрмаллине сӑнарсем урлӑ кӑтартса параҫҫӗ.
Унчченхи вӑхӑтра ҫемьесенче ачасемпе аслисем пӗрле юмахсем вулани, кӗнекесене сӳтсе явни йӑлана кӗнӗ пулнӑ. Паян вара пӗчӗккисем ытларах телевизорпа мультфильмсем курнипех ҫырлахаҫҫӗ. Ашшӗ- амӑшӗ вӗсене кӗнекесем вуласа пама вӑхӑт тупаймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та телевизорпа курнӑ юмахсем ачасен асӗнче юлмаҫҫӗ, шухӑшлавне вӑйлатма пултараймаҫҫӗ. Ашшӗ- амӑшӗпе ача пӗрле юмах вуласа унта пулса иртекен ӗҫ-пуҫа сӳтсе явни чылай енӗпе усӑллӑрах пулать. Ача вулама вӗренсен вӑл е ку юмаха мультфильмсем урлӑ мар, кӗнекере паллашни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Юмахсем урлӑ мӗн авалтанах ӳсекен ӑрӑва аслисене итлеме, хисеплеме вӗрентнӗ, ырӑ ӗҫ усаллине ҫӗнтернине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ачасене юмахсем вуласа пама ан ӳркенӗр. Вӑхӑт тупса вӗсем мӗн вуланине сӳтсе явӑр. Ҫакӑ хӑвӑрӑн тӗпренчӗкӗрсен шухӑшлавне анлӑлатма пулӑшӗ.
Садикри ачасемпе эпир К.Чуковскин «Тараканище» юмахне вуласа сӳтсе яврӑмӑр. Кунта хӑюллӑ пулмаллине, йывӑрлӑхсене ҫӗнтермеллине палӑртнӑ. «Волк и семеро козлят» юмахра пур чухне те пурне те ӗненмелле маррине, анне сӑмахне итлемеллине асӑрхаттарса каланӑ. «Теремок» туслӑ пурӑнма сӗнет. «Хаврошечка» юмах ырӑ туни ырӑпах таврӑннине ӑнлантарса парать. Кашни юмахӑн пӗлтерӗшӗ пур. Ҫавӑнпа та ача садӗнче те ку тӗлӗшпе тӑтӑшах мероприятисем йӗркелетпӗр. Ачасене те вӗсене хутшӑнтарма тӑрӑшатпӑр. Пӗчӗкскерсем юмахсенчи ырӑ сӑнарсем пек пулма тӑрӑшни пире савӑнтарать.
Ашшӗ-амӑшне те килте ҫывӑрас умӗн ачисене пӗр-пӗр ырӑ юмах каласа е вуласа пама сӗнесшӗн. Ҫакӑ вӗсене аталанма, тавракурӑмне ӳстерме, кӗнекесем енне туртӑнас туйӑма ӳстерме пулӑшӗ. Юмахсем яланах ачасем патне хӑнана килччӗр.
Тамара Шеверова,
«Рябинушка» ача сачӗн воспитателӗ.

