Ҫак кунсенче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче округри шкулсенче 1-мӗш класра вӗренекенсене пӗтӗм Раҫҫейри «Орлята России» юхӑма кӗртес енӗпе савӑнӑҫлӑ церемони иртнӗ.
«Орленок» пуласси — пысӑк чыс тата яваплӑх. Паянхи кун «орленоксем» — пуринчен те малта пыракансем. Вӗсем тарӑн пӗлӳ илме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗр ӗҫрен те хӑраса тӑмаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва юратаҫҫӗ, йӗркене пӑхӑнаҫҫӗ, тус-юлташӗсене хисеплеҫҫӗ.
Ачасене «орленоксен» юхӑмӗ ӑҫтан пулса кайни ҫинчен каласа панӑ, вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче тумалли ӗҫсемпе паллаштарнӑ, туслӑха, пӗр-пӗрне пулӑшу кӳрессине яланах мала хумалли ҫинчен аса илтернӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ. «Паян эсир «орленоксен» пысӑк та туслӑ ҫемйине кӗретӗр. Ырӑ кӑмӑл, пӗлӳ патне ӑнтӑлни тата Тӑван ҫӗршыва юратни яланах сирӗнпе пӗрле пулччӑр. Асра тытӑр: «орленок» пуласси пуриншӗн те тӗслӗх пулмаллине пӗлтерет!» — палӑртнӑ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова та ҫак паллӑ пулӑм ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ.
Юлашкинчен ачасене «Орлята России» юхӑмӑн удостоверенийӗсене валеҫсе панӑ. Ачасем яланах малти ретре пулма хатӗррине палӑртса пурте пӗрле «орленоксен» гимнне туслӑн шӑрантарнӑ.

