Вторник, 15 сентября

Медальпе чысланӑ

Медальпе чысланӑ

Октябрӗн 18-мӗшӗнче республика шайӗнче Аттесен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсен ашшӗсене «Салтак  ашшӗ» медаль парса чысланӑ.

Ҫак наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче — Элпуҫ ялӗнчи Рияз Феткуллинӑн ашшӗпе амӑшӗ. Энжие тата Ринат Феткуллинсене тӗрӗс воспитани парса чӑн-чӑн патриот ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. «Эсир тата сирӗн ывӑлсем — пирӗн ҫӗршывӑн вӑйӗн никӗсӗ тата пуласлӑх шанчӑкӗ. Эпир сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» — палӑртнӑ Олег Николаев мероприятие пуҫтарӑннӑ салтак ашшӗ-амӑшне саламланӑ май.

Наталья ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *