Вторник, 11 августа

Лайӑх кӑтартусемпе таврӑннӑ

Лайӑх кӑтартусемпе таврӑннӑ

«Кӗтне» ачасен тата ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсем округри  тӗрлӗ тупӑшусенче ҫеҫ мар, регион, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Кунта вӑй-хӑватне ҫирӗплетекен ачасем пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ  спорт енӗсемпе ҫеҫ мар, вӑй илсе пыраканнисемпе те ҫитӗнӳсем  тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ кунта пултаруллӑ та хӑйсен ӗҫне юратса тӑвакан тренерсем тӑрӑшнине ҫирӗплетет.

Спорт шкулӗнче каратэ секцине Василий  Акчурин тренер ертсе пырать.  Унӑн воспитанникӗсем кашни ҫулах  ӑмӑртусенче палӑраҫҫӗ.  Спортсменсем республикӑри, унӑн тулашӗнчи чемпионатсене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче Василий Акчурин воспитанникӗсем  Мари Эл республикин Кубокӗшӗн  каратэ енӗпе  иртнӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Вӗсенчен 8-шӗ призерсем пулса тӑнӑ. Андрей Самаринпа Семен Матроскин чемпион ята ҫӗнсе илнӗ. Савелий Скворцов, Алексей Герасимов, Арсений Шалин 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Юля Козлова, Юлия Акчурина, Камилла Латыпова «пӑхӑр»  медальсене тивӗҫнӗ. Ҫак ҫитӗнӳсенче ҫамрӑк спортсменсен тӑрӑшулӑхӗпе пӗрлех тренерӑн тӳпи те пысӑк.  

Василий Владимирович хӑй те пӗрре мар ӑмӑртусене хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вӑл каратэ енӗпе хура пиҫиххие тивӗҫнӗ. Тренер ӑсталӑхне вара студент чухне пилӗк ҫул Николай Алешев тренер  патӗнче  туптанӑ.  Пуҫласа Василий Акчурин  районта  секцие  2007 ҫулта йӗркеленӗ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑк каччӑ ҫара кайнӑ, ҫак вӑхӑтра секци ӗҫлемен. Ҫартан таврӑнсассӑнах 2011 ҫулта тренер каратэ секцине ҫӗнӗрен ӗҫлеттерсе янӑ,  спорта юратакансене хӑй тавра пуҫтарнӑ. Паянхи кун секцие 8—17 ҫулхи ачасем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем  кунсерен ӑсталӑха туптаҫҫӗ.  Ачасемпе ӗҫленӗ май  тренер вӗсене вӑй-хал, ӳт-пӳ енӗпе ҫирӗплетнипе пӗрлех кӑмӑл-туйӑм тасалӑхӗ енӗпе те аталантарма тӑрӑшать. Хӗвелтухӑҫ  спорт енӗсем кӑткӑс лару-тӑрура ҫынсене хӑйсене хӳтӗлеме хатӗрленипе пӗрлех чун тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет енӗпе те ҫирӗп пулма вӗрентеҫҫӗ. В.Акчурин тренировкӑсенче вӗренекенӗсене кӗрешӗвӗн тӗрлӗ меслечӗсене алла илме хӑнӑхтарнипе пӗрлех шӑпах ҫав енсене те шута илсе ӗҫлет.

Сӑмах май каласан, Василий Владимировичӑн ывӑлӗпе хӗрӗ те — Юлийӑпа Кирилл ашшӗн ҫулӗпе утаҫҫӗ. Ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. «Ӑмӑртусене  тӑтӑшах тухса ҫӳреме «Слава картофелю» ООО агрофирма  спонсорла пулӑшу кӳрет.   Х.С.Идиатуллина — пысӑк тав»,— палӑртрӗ Василий Акчурин.

Спортсменсене те, тренера та малашне ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *