Пятница, 14 августа

Конкурсран — ҫӗнтерӳпе

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинче «Лучшие на селе» республикӑри IV пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ.  Вӗсен йышӗнче округри пултаруллӑ ачасем те пур. Ҫакӑ вара уйрӑмах савӑнтарать.

 «Ташӑ» номинацире «Островок» ташӑ ушкӑнӗ пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсемпе палӑрнӑ. Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садне ҫӳрекенсен «Идель» ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Публикаци» номинацире Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Артем Романов «Семья на селе» материалпа пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Дарина Петрова «Модно на селе» материалпа иккӗмӗш, Илья Григорьев «Победа на селе» материалпа виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.   «Художественное слово» номинацире Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Чулпан Садртдинова  пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ачасем чӑннипех те пултаруллӑ. Вӗсен ертӳҫисем те тав сӑмахне тивӗҫ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *