Вторник, 11 августа

Гран-прине тивӗҫнӗ

Гран-прине тивӗҫнӗ

Чӑваш Республики уй-хир культурисене тухӑҫлӑ  ҫитӗнтернипе, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчен продукци илнипе пӗрлех вӗсене тирпейлесе апат-ҫимӗҫ хатӗрлес енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫакӑ Мускав хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ылтӑн кӗркунне — 2025» аграри выставкинче тӑратнӑ экспозицире те лайӑх палӑрнӑ. Тӑватӑ кун хушшинче Чӑваш Енрен кайнӑ команда 50 ытла ӗҫлӗ мероприятие хутшӑннӑ, ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки 6 килӗшӳ ҫырнӑ.

Чи пӗлтерӗшли — пирӗн республикӑра туса хатӗрленӗ продукцисем 80 ытла наградӑна тивӗҫнӗ. Уйрӑмах ку енӗпе апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ палӑрнӑ. Унта ӗҫлекенсем хатӗрленӗ  таварсенчен 37-шӗ медальсене тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 31-ӗшӗ ылтӑн, 6-шӗ кӗмӗл. Уйрӑмах Чӑваш Ен аграрийӗсем  пӗрремӗш хут тӗп парнене — Гран-прине тивӗҫнине палӑртма кӑмӑллӑ. «Регионта пахалӑхлӑ тата экологи енчен таса продукци туса хатӗрлеме пултаракан майсем пуррине ҫирӗплетекенсемпе мухтанатӑп», — тенӗ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *