Аттесен кунӗ — ырӑ та кӑмӑллӑ уяв. Вӑл атте тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пыракан, ачасене юратса воспитани паракан ҫынсене пырса тивет. Йӑлмахва ял библиотекинче ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсемпе пӗрле «Атте — тӗп вӑй та тӗрек» ятпа тӗлпулу йӗркеленӗ.
Унта хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан, пур ӗҫре те маттур та пултаруллӑ ашшӗсем хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене ветерансен Канашӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Нина Смирнова уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, мирлӗ тӳпе, ачасен, мӑнуксен ӑшшипе, ҫемье телейӗпе киленсе пурӑнма суннӑ. Тӗлпулура ҫак уяв ӑҫтан пуҫланса кайнине тишкернӗ, ашшӗсем ачасене воспитани парас ӗҫре мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен калаҫнӑ. Уява килнӗ арҫынсем ачасем ҫитӗнтерес ӗҫре мӗнле йывӑрлӑхсем пулни ҫинчен каласа панӑ, ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ, пӗр-пӗрне вӑл е ку ыйтӑва мӗнле татса памалли ҫинчен сӗнӳсем те панӑ.
Тӗлпулӑва ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтакӑн ашшӗ Валерий Ефремов та хутшӑннӑ. Унӑн ывӑлӗ Герман мобилизаци йӗркипе салтак атти тӑхӑннӑ, виҫӗ ҫул ӗнтӗ тӑшманпа кӗрешет. Украина ҫӗрӗнче ҫар тивӗҫӗсене хӑюллӑн та паттӑррӑн пурнӑҫланӑшӑн вӑл Жуков, «За боевые отличия» тата «Участнику специальной военной операции» медальсене тивӗҫнӗ. Эпир Валерий Ильичпа ҫакӑн пек маттур ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн мӑнаҫланатпӑр.
Уявра культура ӗҫченӗсем хӑнасене хитре юрӑсемпе тата кулӑшла сценкӑсемпе савӑнтарнӑ. «Пирӗн аттесем ҫинчен» презентаци те пурин кӑмӑлне кайнӑ. Юлашкинчен пуҫтарӑннисем ҫавра сӗтел тавра вырнаҫса ларса чейпе сӑйланнӑ, кӑмӑллӑ лару-тӑрура пӗр-пӗринпе хутшӑнса савӑннӑ.
Альбина Ефремова,
библиотекарь.

