Вторник, 11 августа

Алӑпа ӑсталанӑ шашка хӑми парнеленӗ

Алӑпа ӑсталанӑ шашка хӑми парнеленӗ

Шашка — ӑс-тӑна ҫирӗплетекен, шухӑшлава аталантаракан спорт енӗ. Ҫак вӑйӑпа туслисем округра сахал мар.  Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснисем хушшинче шашка  спорчӗпе республика шайӗнче палӑрнисем те пур.  Округри шкулсенче те секцисем ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 96 ҫула ҫывхаракан ӗҫ ветеранӗ Н.К.Скворцов Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне  100 клеткӑллӑ шашка хӑми парнелерӗ. Чи тӗлӗнмелли — шашкӑсене те, хӑмине те ветеран юсаса ҫӗнетнӗ. Хаклӑ та хӑйнеевӗр парнене «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, шашка спорчӗпе туслӑ  Василий Пундяков, Евгений Тихонов, Алексей Самаркин, Надежда Костригина, Елена Васильева, Валентина Федорова, Светлана Ильина тата ытти спорт тусӗсем те хапӑлласах йышӑнчӗҫ, чӗререн тав турӗҫ.

Николай Константинович сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан ҫын. Хӑй те шашка хӑми умне ларма юратать. Ҫак спорт енне туртӑнакансем округра малашне ытларах пуласса шанать. Шашка хӑмипе пӗрле парнеленӗ спорт кӗнекисем    ӳсекен ӑрӑва  ҫак авалхи вӑйӑпа  татах та интереслентерӗҫ тесе шутлать.  Н.К.Скворцов хӑй ӗмӗрӗнче тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ. Вӑл шутран 20 ҫула яхӑн «Каҫал ен» («Октябрь ялавӗ») хаҫатӑн фотокорреспондентӗнче ӗҫленӗ.

Вӑл парнеленӗ шашка хӑми  чылай ҫамрӑка ҫак вӑйӑпа туслашма хавхалантаракан символ вырӑнне пуласса шанса тӑратпӑр.

Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *