Октябрӗн 15-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра «Уҫӑ диалог» ятпа тӗлпулу иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе Пӗтӗм тӗнчери ял хӗрарӑмӗсен кунне халалласа йӗркеленӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикинчи ача прависен уполномоченнӑйӗ А.Н.Федорова, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин, тӗп библиотека директорӗ, вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ И.П.Ядрова, библиотека ӗҫченӗсем тата ялта ӑнӑҫлӑн ӗҫлесе пурӑнакан хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ.
Паянхи кун ялта пурӑнакан хӗрарӑмсем хӑйсене валли темӗнле ӗҫ те тупаҫҫӗ. Йывӑрлӑхсенчен хӑраса тӑманскерсем, пуҫаруллӑскерсем фермер хуҫалӑхӗ те тытаҫҫӗ, килтех сыр пӗҫереҫҫӗ, чечексем ӳстерсе сутаҫҫӗ… Ӳркенсе тӑмасан ялти условисенче тем тӗрлӗ бизнес та пуҫарса яма пулать. «Уҫӑ калаҫу» вӑхӑтӗнче харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарса ярса ӑнӑҫлӑн ӗҫлесе пыракан округри хӗрарӑмсем хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ, предпринимательлӗхри ҫивӗч ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ялти ӗҫсенче кадрсем ҫитменни сисӗнет. Ҫавӑнпа та тӗлпулура ачасене мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарса ӳстермелли, ял пурнӑҫӗн лайӑх енӗсене курма хавхалантармалли ҫинчен те калаҫрӗҫ.
Ҫак тӗллевпе ноябрьте округри пур шкулсенче те ятарлӑ класс сехечӗсем ирттерме йышӑнчӗҫ. Вӗсем вӑхӑтӗнче ялта ӗҫлесе пурӑнакан хӗрарӑмсем ачасене хӑйсен опычӗпе паллаштарса тӑван ен аталанӑвӗ ҫине урӑх куҫпа пӑхма май парӗҫ.
Мероприяти пуҫтарӑннисемшӗн питӗ усӑллӑ иртрӗ. Унта вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме хавхаланчӗҫ.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ арҫынсем вара хӗрарӑмсене кӗтмен парне турӗҫ — чечексем парнелесе савӑнтарчӗҫ.
Наталья Николаева,
Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ:
«Ӑнӑҫлӑ ял хӗрарӑмӗсен хӑйнеевӗр пахалӑхӗсем пуррине шансах тӑратӑп. Ҫавӑнпа та вӗсем ачасене ҫӗр ҫинче пуян, интереслӗ тата телейлӗ пурӑнма пулнине ӗнентерме пултарӗҫ».
Наталья МЕДВЕДЕВА.

