Кӑҫалхи октябрӗн 5—12-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче наци мӑшӑр кӗрешӗвӗ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери II вӑйӑсем иртнӗ. Унта ӑмӑртма пурӗ 39 ҫӗршывран тата Раҫҫейри 76 регионтан спортсменсем килсе ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗн залӗнче тата Шупашкарти «Волга» стадионта пынӑ тытӑҫусене курма 3 пин ытла ҫын пынӑ. Спортсменсем каратэ, муайтай, «учкур», «курош», ориентал, шахбокс, шодсанлат, киокушин, кендо, кикбоксинг, айкидо, «кӗреш» наци кӗрешӗвӗсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Чӑваш кӗрешӳҫисем 4 ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Команда 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, пур спортсмена та пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑшӑн, ҫамрӑксене спорт енне туртӑнса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑшӑн тав тунӑ. «Ҫак вӑйӑсем спортшӑн халӑхсем, ҫӗршывсем хушшинчи политика чиккисем чӑрмав пулманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ», — пӗлтернӗ республика ертӳҫи.

