Мӗн ачаран тӑрӑшуллӑ пулни, пултарулӑха аталантарса, тавракурӑма анлӑлатса пыни ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарма пулӑшать. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫакна тӗпе хурса темпе те интересленеҫҫӗ, таҫта та ҫитеҫҫӗ, тӗрлӗ конкурс-фестивале хутшӑнса мала тухаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ вӗренекен Раҫҫей шайӗнче иртекен «Большая перемена» конкурсра пултарулӑхне кӑтартса чи маттуррисен шутне кӗнӗ.
Екатерина Филиппова 5—7-мӗш классенче пӗлӳ илекенсем хушшинче ӑмӑртнӑ. Март тата апрель уйӑхӗсенче ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ дистанци мелӗпе иртнӗ. Катя видеовизитка тунӑ, тест ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ, кейс (е тепӗр майлӑ каласан проект) хатӗрленӗ, ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Кейса епле пурнӑҫланине видеоотчет евӗр ӳкерсе ярса панӑ. Кашни ӗҫшӗн балсем пуҫтарӑнса пынӑ. Иккӗмӗш тапхӑр собеседовани евӗр иртнӗ. Экспертпа хӗрача камера урлӑ куҫа-куҫӑн калаҫнӑ. Эксперт тӗрлӗ ыйтусем панӑ, задачӑсем шутлаттарнӑ. Пӗтӗмӗшле пуҫтарӑннӑ балсем тӑрӑх вара финалистсене палӑртнӑ. Е.Филиппова пултарулӑхне туллин кӑтартса парса «Артека» финала кайма тивӗҫ пулнӑ. Каласа хӑварар% Чӑваш Енрен 9 ача ҫеҫ ҫак чыса тивӗҫнӗ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ хӗрачи те пулни питӗ савӑнтарать. 600-е яхӑн ача хушшинче ӑмӑртса Катя 2-мӗш вырӑна тивӗҫме пултарнӑ, «Артекран» питӗ хавхаланса таврӑннӑ.
Унӑн пиччӗшӗ Иван Филиппов вара 8—9-мӗш классем хушшинче ӑмӑртнӑ. Аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче конкурса хутшӑнма тата та кӑткӑсрах, ҫав вӑхӑтрах питӗ интереслӗ те. Ваня чи малтанах видеовизитка хатӗрленӗ, эссе хайланӑ. Ҫавӑн пекех 3 тӗрлӗ тестӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ, тӗрлӗ организаци хатӗрленӗ кейссене шутланӑ. И.Филиппов хӑйне валли волонтер-медиксен кейсне суйласа илнӗ. Вӑл сывлӑха упрама пулӑшакан мелсемпе паллаштарма шут тытнӑ. Ку ӗҫ, паллах, ҫӑмӑл мар. Каччӑ тӗрлӗ литературӑна тишкернӗ, нумай информаци пухнӑ, мероприяти ирттерме ятарлӑ сценари, кӑтарту материалӗсем хатӗрленӗ. Тӑрӑшни сая кайман, унӑн ӗҫне экспертсем пысӑк хак панӑ.
«Большая перемена» конкурсӑн ҫурма финалӗ Саранск хулинче иртнӗ. Унта Чӑваш Республикинчен пурӗ 58 ача хутшӑннӑ, Раҫҫейӗпе илсен вара — 3 пин! Конкурсра ачасем тӗрлӗ проектсем хатӗрленӗ, пӗччен тата ушкӑнпа ӗҫлеме пӗлнине кӑтартса хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Пурӗ 600 ача, вӗсенчен 12-шӗ Чӑваш Енрен, финала тухма пултарнӑ, ҫав шутра Иван та пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. «Конкурсри балсем тепӗр тапхӑра куҫма ҫителӗклӗ пулнине пӗлсен, паллах, питӗ хӗпӗртерӗм. Тепӗр тапхӑр тата та йывӑртарах, кӑсӑклӑрах пулассине ӑнланса тӗрлӗ литературӑпа паллашатӑп, тавракурӑма, чӗлхене аталантаратӑп. Финал ноябрь уйӑхӗнче «Артекра» иртет. Унта та лайӑх кӑтартусем тӑвас тесен нумай тӑрӑшмалла», — уҫать шухӑшне И.Филиппов.
Ваня ку конкурса виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне те вӑл финала ҫитсе призер ятне тивӗҫнӗ пулнӑ. 8-мӗш класра вара ҫурма финала Пермь хулине кайса килнӗ, анчах та финала тухма балсем кӑштах ҫитеймен.
Тӑрӑшуллӑ вӗренекенсене конкурсри ӗҫсене тума канаш парса пулӑшаканӗ, хавхалантараканӗ — амӑшӗ Валентина Филиппова. «Ачасем тӗрлӗ конкурс-фестивальсене хаваспах хутшӑннине, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнине ырлатӑп ҫеҫ. Паянхи пурнӑҫра пӗлӗве пуянлатма, тавракурӑма анлӑлатма тем тӗрлӗ мел те пур. Кахалланса лармасан, тӑрӑшуллӑ пулсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех. Ваня халӗ ак пикенсех финала кайма хатӗрленет. Кӑҫалхи ҫулҫӳрев ӑнӑҫлӑ пуласса, ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шанатпӑр», — палӑртать Валентина Анатольевна.
Маттур каччӑна эпир те конкурсра пултарулӑхне туллин кӑтартса пама, округ, республика ятне Раҫҫей шайӗнчи мероприятире ҫӳлте тытма, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗме сунатпӑр.
Наталья Калашникова.

