Пятница, 14 августа

Вӗренӳре пулӑшать

«Сферум» вӗренӳ сервисӗ халӗ МАХ наци мессенджерӗпе ҫыхӑнса ӗҫлет. Ун урлӑ чатсенче ҫырма, видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫма, интерактивлӑ доскапа усӑ курса материала вӗрентме пулать. Ҫавӑн пекех «Вӗренекен пулӑшуҫи», «Файлсен пуххи» сервиссем, «Пушкин картти» чат-бот пур.

«Сферумра» ФГИС «Моя школа» вӗренӳ материалӗсемпе тата «Госуслуги Моя школа» хушӑмпа усӑ курма пулать. Вӗсем урлӑ уроксен расписанине, киле панӑ ӗҫсене, учитель лартнӑ паллӑсене пӑхма май пур. Ашшӗ-амӑшӗ валли «Справка в школу» сервис ӗҫлет. Вӑл ача мӗншӗн шкула кайманни ҫинчен ҫырса яма е учительтен ҫыру илме кирлӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *