Пятница, 14 августа

Вӑтам шкулта хӑтлӑ, вӗренме кӑмӑллӑ

Ачасем пӗлӳ пухакан вырӑн хӑтлӑ та тирпейлӗ  пулни темрен те паха. Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче.

Кӑҫал вӑтам шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, унсӑр пуҫне шкул территорийӗнче ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама май паракан ятарлӑ площадка та хута янӑ. Пӗтӗмӗшле каласассӑн: ачасен тарӑн пӗлӳ илме тата сывлӑха ҫирӗплетме пур услови те пур. Апла пулин те шкул дирекцийӗ  кун-ҫул уттинчен юлмасӑр  аталанма тӑрӑшать. Пысӑк пуҫарусенче ашшӗ-амӑшӗсем,  предпринимательсем, уйрӑм ҫынсем пысӑк тӳпе хывни те пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, кӑҫал шӑпах ашшӗ-амӑшӗсен пулӑшӑвне пула вӑтам шкул коридорӗсене  тӗпрен ҫӗнетме пултарнӑ. Халӗ кунта илемлӗ, хӑтлӑ, меллӗ вырӑнсем йӗркеленӗ, стенасем ҫине кирлӗ информаци вырнаҫтарнӑ. Ачасен вӗренӗвӗ те, канӑвӗ те усӑллӑ иртессинче иккӗленӳ ҫук.  Вӗренекенсен малашне пултарулӑха аталантарма, паха пӗлӳ илме ҫӗнӗ майсем пур. Ҫакӑ вара питех те пӗлтерӗшлӗ.    Йӗркеленӗ вӗренӳ вырӑнӗсемпе ачасем те, педагогсем те кӑмӑллӑ.   Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем пӗр тытӑмра, пӗр шухӑшпа ӗҫленине ҫирӗплетет те.

Ирина Алексеевна

Соловьева, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ:

«Ашшӗ-амӑшӗсене, предпринимательсене пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн чӗререн тав тӑватпӑр. Эсир вӑтам шкул пуласлӑхӗшӗн, ачасен аталанӑвӗшӗн тӑрӑшни калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗренӳпе ачасене воспитани парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн тавах. Уйрӑмах  тата Гуленисяпа Рамис Хайртдиновсене палӑртса хӑварас килет. Вӗсем курӑмлӑ пулӑшу кӳнӗрен вӑтам шкулта  ачасен канӑвне тивӗҫлӗ шайра йӗркелемелли вырӑна хӑтлӑлатма пултартӑмӑр.  Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр — ыттисемшӗн тӗслӗх. Тавах сире! Пуҫӑннӑ ӗҫӗрсем ӑнса пыччӑр, ӗмӗтленнӗ шухӑшӑрсем пурнӑҫланччӑр. Малашне те ҫапла килӗштерсе ӗҫлесчӗ».          

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *