Вторник, 11 августа

Чи пултаруллисем — ҫӗнтерӳҫӗсем

Чи пултаруллисем — ҫӗнтерӳҫӗсем

Район хаҫачӗн призӗсемшӗн пӗрремӗш ӑмӑртӑва 1952 ҫулта ирттернӗ. 73 ҫул хушшинче  вӑл чылай ҫыншӑн спортӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухмалли малтанхи картлашкасенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра хаҫатӑн призӗсене нумай шкулсенче вӗренекен ачасем, предприяти-организацисенче ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Ку ӑмӑрту тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене пӗрлештерсе вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илме хавхалантарать.  Вӑл ҫулсеренех спорта  юратакан  нумай ҫынна хӑй тавра пуҫтарать. Хаваслӑх парнелесе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем патне чӗнет. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.В.Ефремова ӑмӑртӑва килнисене ӑнӑҫу суннӑ май. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн ӗҫӗсене  тӑваканӗ Е.Н.Соколова, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан П.Ю.Порядков та саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗҫ.

Чи малтанах старта ҫемье командисем тӑчӗҫ. Аслисем кӗҫӗннисене хӑйсен тӗслӗхӗпе хавхалантарса пыни паха. Кӑҫал эстафетӑра Порядковсен, Никифоровсен, Тихоновсен, Белецкийсен, Степановсен ҫемйисем ӑмӑртма кӑмӑл тунӑ.  Хӗрӳ кӗрешӳре Тихоновсен ҫемйи хастартарах пулчӗ, пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Никифоровсем йышӑнчӗҫ, Порядковсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Округра спортпа туслӑ ҫемьесем сахал мар. Малашнехи ӑмӑртусенче вӗсем те пуласса шанас килет.

Чупу йӗрӗ ҫинче шкул ачисем хушшинчи тупӑшу яланах ҫивӗч иртет.  Кӑҫал та кашни шкул командиех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлни курӑнчӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче вӗренекенсен командисенчи 3-шер арҫын ачапа хӗрача 400 метра чупрӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетсем эстафета патаккине финиша чи малтан илсе ҫитерчӗҫ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи спортсменсем иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ.

Вӑтам шкулсен командисем хушшинче те Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди эстафетӑна чи малтан вӗҫлерӗ.  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Асанкассисем финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗҫ. Шкул командисем хаҫат парнисемшӗн пынӑ пур ӑмӑртусене те  хутшӑннӑ. Малтанхи ӑмӑртусенче палӑрнисем вара халӗ асанне-асатте ҫулне ҫитнӗ ӗнтӗ. Вӗсен эстафетине вара мӑнукӗсем малалла тӑсаҫҫӗ.

Организацисемпе предприятисен командисем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди пултаруллӑрах пулчӗ. Хырхӗрри территори уйрӑмӗн команди иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

 Малти вырӑн йышӑннӑ командӑсене Хисеп грамотисем, пылак парнесем парса чысланӑ.  Пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене «Каҫал ен» хаҫата ҫырӑнса панӑ.

Ӑмӑрту пулнӑ кун стадиона халӑх йышлӑ пуҫтарӑнни савӑнтарать. Спортсменсене  хавхалантарса пыни вӗсене татах та ҫитӗнӳсем тума вӑй парать.

Алевтина Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *