Понедельник, 8 июня

Тирпей-илем, хӑтлӑх кӳреҫҫӗ

Тирпей-илем, хӑтлӑх кӳреҫҫӗ

Комсомольскинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ Мухтав мемориалне тӗпрен юсама йышӑнни ҫинчен унччентерех ҫырса пӗлтернӗччӗ. Округра пурӑнакансем икӗ проектран ытларах килӗшекеннине суйлас енӗпе сасӑлава та хутшӑннӑччӗ. Халӗ мемориала тӗпрен юсас ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать. Строительсем проект тӑрӑх тумалли ӗҫсене планпа килӗшӳллӗн тума тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче астӑвӑм вырӑнне тирпей-илем кӗртес ӗҫсем мӗнле пынипе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин паллашнӑ. «Ҫывӑх вӑхӑтра мемориал ҫӗнелсе хитреленӗ, халӑха тирпейлӗхпе тата илемпе илӗртекен вырӑн пулса тӑрӗ», — уҫнӑ вӑл шухӑшне строительсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн.

Вӑл ҫавӑн пекех Комсомольски центрӗнчен инҫех те мар вырнаҫнӑ «Ӑрусен паркне» те ҫитсе курнӑ. Унта парка йӗркене кӗртсе хӑтлӑ кану вырӑнӗ тӑвас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Паркра уҫӑлса ҫӳреме те, тӗрлӗ мероприятисем ирттерме те меллӗ пулӗ. Ҫывӑхра пурӑнакансем ӗҫсем вӗҫленессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Комсомольскинче таврана тирпей-илем кӗртес тӗллевпе нумай ӗҫ пурнӑҫланать. Ҫав шутра ҫулсене юсас тата сарас енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Завод урамӗнче шӑпах ҫакӑн пек ӗҫсем пыраҫҫӗ. «Ҫулсене ҫӗнетни транспорт инфраструктурине лайӑхлатас тата ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тӗллевлӗ. ,ҫсем кал-кал пыраҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсем ҫӗнетнӗ, хӑрушлӑхсӑр ҫулсене хӑйсем те хаклама пултарӗҫ», — палӑртнӑ Николай Никандрович вырӑна ҫитсе лару-тӑрупа паллашсан.

Таврана хӑтлӑхпа тирпейлӗх кӳрес тӗллевлӗ ӗҫсем малалла пырӗҫ. Тӑван ял, округ куллен илемленсе пынине сӑнама питӗ кӑмӑллӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *