Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем класс тулашӗнчи ӗҫсенче питӗ хастар пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫарпа патриотлӑх енӗпе ирттернӗ ӑмӑртусенче час-часах мала тухаҫҫӗ, «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн мероприятийӗсенче те пултарулӑхпа палӑраҫҫӗ, шкулӑн шырав отрячӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те эпир хаҫат страницисенче пӗрре мар паллаштарнӑ. Халӗ вара шкулти юннатсен команди Пӗтӗм Раҫҫейри «Юннатсен экспедицийӗсем» проектра ҫӗнтернӗ.
Ҫуркунне ачасем хӑйсем экомаршрут шухӑшласа кӑларса ун тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ. Маршрутӑн кашни пунктӗнче территорие тасатса тирпейленӗ, тӗпчевсем ирттернӗ, вырӑнти ҫынсемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене тишкернӗ, экологи акцийӗсем ирттернӗ. Пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ командӑна Раҫҫей шайӗнче палӑртса Краснодар крайне юннатсен экспедицине йыхравланӑ. «Кӗтмен хыпар илтӗмӗр. Конкурса интересшӑн ҫеҫ хутшӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен унӑн заданийӗсем илӗртрӗҫ. Ҫӗнтерӳ ҫинчен шутламан та. Питӗ кӑмӑллӑ, ӗненме те йывӑр», — пытармарӗ савӑнӑҫне командӑн ертӳҫи Валентина Филиппова.
Халӗ ҫамрӑк натуралистсем Раҫҫей шайӗнчи экспедицие кайма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене унтан та ҫӗнтерӳпе таврӑнма сунатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

