Октябрӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери Ваттисен кунӗнче, «Кӗтне» ФСК стадионӗнче аслӑ ӑру ҫыннисен спорт фестивалӗ иртрӗ.
Спорт фестивальне пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, районти ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев, Раҫҫейри социаллӑ фонд уйрӑмӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Чи малтанах пурте пӗрле зарядка туса шӑм-шака хускатрӗҫ, унтан вара хӗрӳ ӑмӑрту пуҫланчӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ командӑсем тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫрӗҫ% скакалкӑпа сиксе, теннис ракеткипе чупрӗҫ, футбол тата баскетбол ҫӑмхине кустарчӗҫ, чӑрмавсем урлӑ чупрӗҫ… Кашниех мала тухассишӗн тӑрӑшрӗ. Хӗрӳ эстафетӑра Комсомольски территори уйрӑмӗн командине ҫитекенни пулмарӗ. Вӗсем — пӗрремӗш. Асанкасси территори уйрӑмӗн команди финиша 2-мӗш ҫитрӗ, Элпуҫсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Аслӑ ҫулхисем спортра маттур пулни куҫкӗрет.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

