Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытса час-часах спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Кӗтне Пасар ялӗнче те ҫакнашкал мероприяти иртнӗ. Мини-футбол турнирне «Хӑюлӑхшӑн» орден кавалерне Станислав Волкова халалланӑ.
Мероприятие халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Сергей Катиков, СВО участникӗ Андрей Бурчу, Станиславӑн ашшӗ Валерий Волков салам сӑмахӗсем каланӑ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытасси пирӗн тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.
Хӗрӳ тупӑшура Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн «Гигант» команди ҫӗнтерӳҫӗ Кубокне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Асанкассисем йышӑннӑ. «Бронза» медаль хуҫисем вара — Кӗтне Пасар ялӗн футболисчӗсем.
Пуҫтарӑннисем турнир питӗ кӑмӑллӑ иртнине палӑртнӑ, малашне те ҫакӑн пек мероприятисене хутшӑнма хавас пулнине ҫирӗплетнӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

