Суббота, 15 августа

Кӗрешӳҫӗсем мала тухнӑ

Кӗрешӳҫӗсем мала тухнӑ

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Чӑваш Республикин первенстви иртнӗ. Ӑна республикӑри чапа тухнӑ кӗрешӳҫӗсене халалласа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ округӗсен тата Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисен командисем хутшӑннӑ.

Пирӗн округ спортсменӗсем хӑйсен кӗрешес пултарулӑхне ӑнӑҫлӑн кӑтартса парса малти вырӑнсене тухма пултарнӑ, наградӑсене тивӗҫнӗ. Лилиана Хайбуллина тата Эльвира Демьянова хӑйсен виҫисенче ҫӗнтернӗ. Павел Герасимов «кӗмӗл» медаль хуҫи пулса тӑнӑ.

Палӑртса хӑварар: спортсменсем Г.Н.Петухов, В.Х.Денисов, Е.А.Козлов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Вӗсем кавир ҫинче маттур пулнинче, паллах, тренерсен тӳпи те пысӑк. Ҫавӑнпа та эпир кӗрешӳҫӗсене ҫеҫ мар, вӗсен тренерӗсене те пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне тата та ҫӳллӗрех шайра ӑмӑртса чемпионсен шутне кӗме сунатпӑр.

Петр ПОРЯДКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *