Пятница, 14 августа

Тӗрлӗ чӗлхене пӗлччӗр, пур енлӗн аталанса ӳсчӗр

Тӗрлӗ чӗлхене пӗлччӗр, пур енлӗн аталанса ӳсчӗр

Паянхи кун акӑлчан чӗлхи пирӗн пурнӑҫа вӑйлӑрах та вӑйлӑрах кӗрсе пырать. Ҫӗршывра ирттерекен культура, спорт тата ытти мероприятисен ячӗсем те, тӗрлӗ таварсен инструкцийӗсем те чылай чухне ҫак чӗлхепе пулнине час-часах асӑрхатпӑр. Ҫавӑнпа та, шкулта акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ пулнӑ май, ӑна ачасем мӗн пӗчӗкрен лайӑх пӗлсе  ӳсчӗр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшатӑп.

Акӑлчан чӗлхине пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентес енӗпе тӗрлӗ енлӗ ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫав тӗллеве пурнӑҫлас тесе хамӑн уроксенче  коммуникативлӑ меслетпе, вӑйӑсемпе тата ытти мелсемпе усӑ куратӑп. Ачасем чӗлхен грамматикипе лексикине вӗреннипе пӗрлех кулленхи  пурнӑҫра та ҫак чӗлхепе усӑ курччӑр тесе тӑрӑшатӑп. Уроксене калаҫу евӗр ирттерни ачасене ют чӗлхен  вӑл е ку сӑмахӗсене лайӑхрах астуса юлма май парать. Шкул коридорӗнче ачасем акӑлчанла калаҫнине илтсен чун савӑнать. Апла пулсан, вӗсене ку чӗлхе интереслентерет, унпа калаҫма лайӑхрах хӑнӑхасшӑн.

Уроксене вӑйӑсемпе пуянлатни те ачасене сӑмахсемпе вӗсен ҫаврӑнӑшӗсене лайӑхрах пуҫра хӑварма пулӑшать. Эпӗ занятисенче флеш-картӑсемпе час-часах усӑ курма тӑрӑшатӑп. Вӗсемпе усӑ курса вӗренекенсем  предложенисем тӑваҫҫӗ тата ытти ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Рольлӗ вӑйӑсенче ачасем магазинта, ресторанта, экскурсире тата ытти вырӑнсенче  мӗнле сӑмахсемпе усӑ курса калаҫмаллине хӑнӑхаҫҫӗ. Чӗлхене якатнипе пӗрлех вӑл е ку лару-тӑрура хӑйсене тыткалама та вӗренеҫҫӗ. Ҫӗнӗ сӑмахсене вӗреннӗ чухне  юрӑ-кӗвӗ вӑййисем нумай пулӑшаҫҫӗ. Сӗтел ҫинчи монополия, скраббл йышши вӑйӑсем ачасен шухӑшлавне аталантараҫҫӗ.

Уроксенче проект меслечӗпе усӑ курни те ачасене темӑна лайӑхрах ӑнланма май парать. Интерактивлӑ технологипе усӑ курнин пӗлтерӗшӗ те пысӑк. Мультимедийлӑ ресурссем, приложенисем тата онлайн-курссем уроксене интереслӗрех йӗркелеме май параҫҫӗ. Ҫакӑ ачасене компьютерти е планшетри  видеосем, интерактивлӑ заданисемпе вӑйӑсем урлӑ чӗлхене лайӑхрах вӗренме пулӑшать.

Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче эпир акӑлчан чӗлхипе ҫыхӑннӑ мероприятисем те тӑтӑшах йӗркелетпӗр. Унта 2-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш класа каякансене таран анлӑн явӑҫтаратпӑр. Акӑлчан чӗлхин икӗ эрнелӗхне ачасем хапӑлласах хутшӑнни мана хавхалантарать. Конкурссем, вӑйӑсем чӗлхене пӗлнипе пӗрлех вӗренекенсене тӗрлӗ енлӗ аталанма та, вӗсен тавракурӑмне анлӑлатма та пулӑшаҫҫӗ. Акӑлчан чӗлхипе спектакльсем те хатӗрлетпӗр. Ҫакӑ ачасен чӗлхине якатма, сӑмахсене тӗрӗсрех калама, вӗсене ҫыхӑнтарса калаҫма май парать.  Вӗренекенсем телефон ҫинчи «Дуолинго» приложенипе анлӑн усӑ курни те манӑн кӑмӑла  каять. Унта турист пек пулса ача пурнӑҫри куллен тӗл пулакан лару-тӑрура кирлӗ калаҫури сӑмахсене астуса юлма тӑрӑшать. «Британский бульдог» конкурсра ачасем Великобританипе ҫыхӑннӑ ыйтусене туллин хурав пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Ачасем акӑлчан чӗлхине лайӑх вӗренччӗр тесен ашшӗ-амӑшӗн те ку енӗпе ӑнланмалла тесе шутлатӑп. Ӳссе ҫитсен вӗсене ҫакӑ  пурнӑҫра кирлӗ пулма пултарать. Ҫавӑнпа та ачасене вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗ ытлашши пулмӗ.

«Мӗн чухлӗ ытларах чӗлхе пӗлетӗн — ҫавӑн чухлӗ эсӗ пуянрах», — тенӗ пӗр ӑсчах. Ача вырӑсла та, акӑлчанла та калаҫма пултартӑр. Анчах та тӑван чӗлхене, чӑваш чӗлхине манса ан кайтӑр. Эпӗ хам Комсомольскинче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухне чӑвашла калаҫса ӳсмен. Ку чӗлхене качча кайсан юратса вӗрентӗм. Ҫакӑншӑн хӑпартланатӑп. Илемлӗ, ҫепӗҫ чӗлхе. Ҫавӑнпа хам уроксенче ачасене акӑлчанла калаҫтарма хӑнӑхтарнипе пӗрлех чӑваш чӗлхине манса кайма юраманни пирки те асӑрхаттарсах тӑратӑп.

Манӑн тӗллев — ачасем чӑвашла та, вырӑсла та, акӑлчанла та таса та тӗрӗс калаҫчӑр, кӑмӑлӗсем пулсан тата ытти чӗлхесене те вӗренччӗр. Вӗсем ӑс-хакӑл енчен аталаннӑ, кӑмӑл-туйӑм енчен ҫирӗпленнӗ ҫынсем пулса ӳсчӗр.

Алевтина Корнилова,

Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *