Округ администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗпе пӗрле Комсомольскинчи тӗп библиотека йӗркеленӗ «Законы знай и уважай» право пӗлӗвӗн вӑййин тӗллевӗ вӗренекенсен пӗлӗвне тӗрӗсленипе пӗрлех вӗсене саккунсене пӗлсе общество пурнӑҫне хастар хутшӑнма хавхалантарасси те пулчӗ.
Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Александровка, Шурут, Хирти Явӑш, Ҫӗнӗ Мӑрат, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Комсомольски 2-мӗш вӑтам, Чӗчкен тӗп шкулӗсенче вӗренекенсем библиотекӑра право пӗлӗвне тӗрӗслес енӗпе вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Вӑйӑ 3 раундпа, 5-шер ыйтуллӑ 4 категорипе иртрӗ. Ачасен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, политикӑн паллӑ деятелӗсемпе, шкул ачисен прависемпе тата тивӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ чылай ыйту ҫине хуравлама тиврӗ. «Кот в мешке», «Аукцион» пайсенчи заданисен тупсӑмне палӑртас тесе те ачасен чылай пуҫ ватма тиврӗ.
Мероприятие Вера Горбунова библиотекарь хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Ачасен пӗлӗвне сумлӑ жюри хакларӗ. 360 балл пуҫтарса Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен ачасем 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна 330 балл пухса Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем йышӑнчӗҫ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакансем 295 балпа виҫҫӗмӗш пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Дипломсене, пылак ҫимӗҫсене тивӗҫрӗҫ.
Ҫак вӑйӑ шкулсенче вӗренекенсем РФ Конституцине, Ҫемье кодексне, Уголовлӑ кодекса, административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодекса, ача правин Конвенцине, ҫын правин Декларацине япӑх мар пӗлнине кӑтартса пачӗ.
«Все мы вправе знать о праве» кӗнеке выставки право йӗркипе ҫырнӑ литературӑпа паллаштарчӗ.
Валентина Боровкова.

