Понедельник, 8 июня

Дипломсене тивӗҫнӗ

Дипломсене тивӗҫнӗ

Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Дорогою добра» фестиваль-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Конкурса терроризма хирӗҫ кӗрешессинчи пӗршухӑшлӑх кунне халалласа ирттернӗ. Чыслав мероприятине республикӑри хуласемпе округсенчен 130 ытла талантлӑ ача пуҫтарӑннӑ.

Конкурсра Комсомольскинчи «Рябинушка» ача садне  ҫӳрекенсем те палӑрнӑ. «Солнышко» ушкӑн (ертӳҫисем — Марина Михеева тата Наталия Ковшова) «Шли солдаты на войну» композици кӑтартса парса 1-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Аяз Сабировпа Александра Тарасова «Будет мир на свете» юрра шӑрантарса куракансене тыткӑнланӑ, вӗсене 2-мӗш степеньлӗ диплом парса чысланӑ. Вӗсене конкурса Ирина Андреева тата Ольга Смирнова  хатӗрлентернӗ. Ҫавӑн пекех «Ромашки» ушкӑн (ертӳҫисем — Энже Акшова, Наталия Ковшова, Анжела Никифорова) 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.

Ҫамрӑк талантсене ҫитӗнӳ тунӑ   ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне те пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарма сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *