Ача садне алӑк уҫса кӗрекен шӑпӑрлансене хавас та тулли кӑмӑлпа кӗтсе илекен ҫын вӑл — воспитатель. Вӑл пӗчӗкскерсене пуҫласа пӗр-пӗринпе хутшӑнма хӑнӑхтарать, ушкӑнпа выляма вӗрентет. Конкурссене, вӑйӑсене хутшӑнма хӑнӑхтараканӗ те вӑлах. Ача садне килнӗ шӑпӑрлан кунӗпех унӑн куҫӗ умӗнче. Паха воспитани парасси те воспитатель тивӗҫӗ. Пуян чун-чӗреллӗ ҫынсем ҫеҫ тӑрӑшма пултараҫҫӗ ача садӗнче. Вӗсенчен пӗри — «Колосок» ача садӗнче тӑрӑшакан Алина Владимировна Бурлакова.
Алина Владимировна воспитатель пулма мӗн ачаранах ӗмӗтленнӗ тейӗн. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳллӗ специалист ҫуралнӑ тӑрӑха таврӑннӑ та «Колосок» ача садне ӗҫе кӳлӗннӗ.
2008 ҫултанпа вӑл шаннӑ ӗҫре тӑрӑшать. Ҫак вӑхӑтра мӗн чухлӗ ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ пулӗ. Вӑл пирвайхи хут йышӑннӑ ачасем Алина Владимировна патнех ҫӳресе воспитани илнӗ, шкултан вӗренсе тухнӑ.
«Ҫак профессие суйланӑшӑн пӗрре те ӳкӗнместӗп. 17 ҫул ачасемпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн, хама урӑх ӗҫре курмастӑп та. Ачасемпе ӗҫлеме ҫав тери кӑсӑклӑ. Шӑпӑрлансем тӗрлӗ вӑйӑсене, конкурссене, фестивальсене, ӑмӑртусене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑл. Пӗри тепринчен маттуртарах пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — терӗ сӑмах пуҫарса Алина Владимировна.
Чӑннипех те ҫапла: пӗчӗкскерсем воспитатель каланине тӳрех итлеҫҫӗ. Ирсерен зарядка тумалла-и, апатланма лармалла-и, кӗнеке вуламалла-и, теттесемпе вылямалла-и — вӗсем Алина Владимировна каланине тӳрех ӑша хываҫҫӗ. Воспитатель куна ачасен кӑмӑлне каймалла йӗркелеме тӑрӑшать. Ирхи кӳлӗм уҫӑ сывлӑша тухаҫҫӗ, апатланаҫҫӗ, тӗрлӗ занятисем ирттереҫҫӗ. Кун каҫа тӗрлӗ кӑсӑклӑ кӗнекесем вулама та, шутлама та, вӑйӑсенче выляма та вӑхӑт ҫителӗклӗ. Воспитатель тивӗҫӗ — ачасене пуҫламӑш пӗлӳ парасси, тӗрлӗ ӗҫе хӑнӑхтарасси, пӗр-пӗринпе ҫӑмӑллӑнах хутшӑнма вӗрентесси. Ҫавна пулах ача садӗнче кашни кунах тухӑҫлӑ та хаваслӑ иртет. Ахальтен мар Алина Владимировна шӑпӑрланӗсем тӗрлӗ конкурссене, ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеҫҫӗ. Кунта, паллах, педагог тӳпи пысӑк. Хӑй те яланах шыравра вӑл. Ӑсталӑха ӳстерес тесе тӑтӑшах «Воспитатель года», «Лучшая методическая разработка» професси конкурсӗсене хутшӑнать. Ҫитӗнӗвӗсем те ҫук мар. Ӗҫри пултарулӑхшӑн вӑл район администрацийӗн, Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
«Самана улшӑннӑ, тӗрлӗ техника аталаннӑ май ӗҫлемелли программа та ҫӗнелсех пырать. Паян эпир кун-ҫул уттинчен юлмасӑр аталанатпӑр. Хамӑр ҫеҫ мар, ачасене пӗрле вӗрентсе пыратпӑр», — терӗ вӑр-вар воспитатель.
«Ӗмӗчӗ манӑн ҫавах. Ҫак ачасене садикрен кӑларасси, шкула кайма вӑй ҫитнӗ таран лайӑх хатӗрлесси. Хамӑн ӗмӗрте ҫиччӗмӗш ушкӑна кӑларатӑп ӗнтӗ», — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ Алина Владимировна.
Пӗчӗк «тӗнчери» пӗчӗк «ҫӗршывпа» тулли кӑмӑлпа сывпуллашрӑм. Кун пек воспитатель патӗнче воспитани илнӗ ачасенчен ырӑ, ӗҫчен, пултаруллӑ ҫынсем пулаҫҫех.
Алевтина Антонова.

