Пятница, 14 ноября

Агрофирмӑра чи пахалӑхлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ

Агрофирмӑра чи пахалӑхлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ

Ҫӗрулми пирӗн халӑхӑн пурнӑҫӗнче яланах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ чӑвашсем ӑна хисеплесе, пысӑк вырӑна хурса «иккӗмӗш ҫӑкӑр» теҫҫӗ. Ҫак тымарҫимӗҫе кашни ҫемье ҫитӗнтерет, округри ял хуҫалӑх производство кооперативӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем те ӑна кашни ҫулах лартса ӳстереҫҫӗ. «Слава картофелю» компанисен ушкӑнӗнче вара ҫӗрулми — тӗп вырӑнта. Кунта ӑна ытти хуҫалӑхри пек хирте ҫитӗнтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ятарлӑ селекци лабораторийӗнче чи  пахалӑхлӑ вӑрлӑха туса илес енӗпе те чылай ҫул  ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче вара муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин агрофирма уй-хирӗсене ҫитсе курчӗ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» епле пуҫтарса кӗртнипе кӑсӑкланчӗ.   «Слава картофелю» агрофирмӑра ҫӗрулмие ҫӗнӗ йышши техникӑпа усӑ курса пуҫтараҫҫӗ. Ятарлӑ комбайн ӑна кӑларса тӳрех автомашина е трактор прицепӗ ҫине тиет. Хирте тӑрӑшакан ӗҫченсем техникӑсем ҫӗрулми пуҫтарнине йӗркелесе ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Агрофирмӑра  ҫӗрулмин тӗрлӗ сортне ҫитӗнтереҫҫӗ% «Самба», «Гала», «Краса Мещеры», «Ривьера», «Гулливер», «Пламя» …   Чи паха тухӑҫ параканнине, паллах, тӗпе хураҫҫӗ. Паянхи куна ҫӗрулмине 230 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ. Хранилищӗне 9200 тонна «иккӗмӗш ҫӑкӑр» кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 400  центнер.  Ҫак кунсенче вара хуҫалӑхра  ҫӗрулмине пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртме тӗллев лартнӑ. Ҫанталӑк уяр тӑрсассӑн ӗҫченсем шаннӑ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаҫҫех.

«Техника кал-кал ӗҫлет, ӗҫченсем маттур, ҫанталӑк аван тӑрать. Апла пулсассӑн ҫитес вӑхӑтра эпир кӗрхи ӗҫсене вӗҫлеме планлатпӑр.  Пирӗн тӗллев — ҫӗрулмие вӑхӑтра пуҫтарса кӗртесси,  халӑха пахалӑхлӑ, тутлӑ продукципе тивӗҫтересси», — пӗтӗмлетрӗ агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ  Хасиятулла Идиатуллин.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ӗҫченӗсем  уяр кунсем тӑнипе усӑ курса мӗн ҫитӗнтернине тӑкаксӑр та пахалӑхлӑ пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Сентябрӗн 26-мӗшӗ тӗлне 12122 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине пурӗ 47622 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 36,0 центнерпа танлашать.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче халӗ куккурус уйӗсенче ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ.  Кӑҫал ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем 2100 гектар кӗр тыррисем (2000 гектар кӗрхи тулӑ, 100 гектар ыраш) акса хӑварма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку ӗҫе 1458 гектар   ҫинче пурнӑҫланӑ.

Выльӑхсене хӗл каҫарма хуҫалӑхсем 8194 тонна утӑ, 23634 тонна сенаж, 10979 тонна силос  хатӗрленӗ.

 Алевтина Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *